Никам валли те вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ: обществӑра пысӑк улшӑнусен вăхăчĕ çитрĕ, çавăн пекех ҫынсен ăшăнчи шалти улшăнусен вăхăчĕ. Общество халӗ юлашки шанăçран тытăнса тăни паллă ĕнтĕ. Суяпа, ултавпа, сивӗ юр купи пек пулса тăнăскер, çак этемлĕхе маннă потребитель цивилизацийӗ чăнкă çыран хĕрринчех тăрать ĕнтĕ. Çакă и вара унăн чи çÿллĕ шайĕ? Обществӑри стрес: климат, экономика, политика, чир-чĕр пандемийĕ тата ытти сӑлтавсене пула сиксе тухнӑскер, вайланса малалла аталанать. Çакă мӗн патне илсе ҫитерме пултарать? Эпир, ҫынсем, хамӑр пуласлӑха мӗнле палăртса хума пултаратпӑр? Мӗнле майпа пирӗн пурсӑмӑрӑн та пулас ҫухатусенчен хӑтӑлмалла тата вĕсене чакармалла? Май пур!
Паллă ĕнтĕ — лавинӑ тапранса кайтăр тесен юр ҫине пӗр ҫын пусни те çителĕклĕ. Анчах обществӑн пӗтӗмӗшле пусăмĕ ӑҫта пулĕ-ши? Эгоизмпа мӑнаҫлӑхӑн иксӗлми тӗпсӗрлӗхӗнче е тулли те мăнаçлă пултаруллӑ юханшыва аталантарнă çĕртре? Вӑл обществӑна ҫӗнӗ формат парӗ, пирӗн цивилизацин ҫитес ӑрӑвӗсен пурнӑҫне ҫӗнӗрен чӗртме лайӑх майсем туса парӗ. Сансӑр пуҫне ҫак вектора кам улӑштарма пултарӗ! Ҫак статья ҫавна мӗнле тумаллине кӑтартса парĕ.
* * *
2019 ҫулхи май уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗх, пĕтем çĕр чăмăрĕ калăпашĕпех глобаллă улшӑнса пыма пуҫланин пулăмĕ пулса иртнӗ. Историре пӗрремӗш хут пĕтĕм тĕнчен çĕршывесенчен нумай çынсем Пӗтӗм Тӗнчери «АЛЛАТРА» общество юхӑмӗн платформи ҫинче «Общество. Юлашки шанăç» онлайн-конференци шайӗнче пухӑннӑ. Паянхи кун пӗтӗм этемлӗх умӗнче тӑракан кăсăклă та çивĕч ыйтусене ҫынсем уҫҫӑн та тӳррӗн сӳтсе явнӑ. Çакăнта чи кирли вара -ҫак ыйтусене уҫӑмлӑн та тӗрӗс каланисĕр пуҫне, вĕсене татса памалли ҫулсем те уҫса панă. Ҫакӑ сайра йышши пулăмра пӗтӗм Тӗнчери «АЛЛАТРА» общество юхӑмӗнче хӑйне евӗрлӗ проект çуралчĕ. «Хавхалантаракан Халăх Пĕрлешĕвĕ». Мӗншӗн вӑл хӑйне евӗрлӗ? Чи малтанах, ку проект пирӗн цивилизацишĕн пурнӑҫ кирлипе танах шутланать. Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ вӑл пирĕн эгоизмпа, потребитель формачĕпе хӑйне хӑй пӗтерме пултаракан обществăшан пӗртен-пӗр тасалса тухмалли май. Ҫак прецедент тата ун хыҫҫӑнхи ытти пулăмсен йĕрки мана хама та пӗтӗм этемлӗхшӗн те, маншăн та шанчӑк ҫухалманнине тата хытӑрах ӗненме пулӑшрӗ.
Иртнӗ тапхăрта , пӗтӗм Тӗнчери «АЛЛАТРА» общество юхӑмне хутшӑнакансем пӗрле вӑй хунипе, ман пекех, хавхалануллӑ шухăшсемпе хавасланса, тӗрлӗ ҫӗршыври çынсемпе питӗ нумай ӗҫ турӑмӑр. Питĕ нумай социаллӑ ыйтусен тӗнчери пысăк йышне йĕркеленĕ, пӗтӗм тӗнчери онлайн-тӗлпулусен, конференцисен шучӗ питĕ пысӑк, интервью илнӗ, интереслӗ статьясем пичетленнӗ тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти проектсене пурнӑҫланӑ. Пӗрле эпир чӑнах та нумай турӑмӑр. Анчах та ку петĕм çынна пĕлтерме ҫителӗклех мар-ха.
Ҫак вӑхӑтра эпир пӗтӗм тӗнчипе питӗ нумай ҫынпа калаҫрӑмӑр, пурте, акӑ, кампа хутшӑнтамăр ăна Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ кирлӗ тесе каланӑ, ҫавӑ уншӑн питӗ пĕлтерешлĕ тата вӑл ҫавăн пек тӗнчере пурӑннă пулӗччӗ.
Ҫав вӑхӑт хушшинче эпӗ пӗтӗм тӗнчипе Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ ҫинчен калакан информацие хӑвӑртрах сарасчĕ тесе мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлаттӑм. Пурсӑмӑра та пӗрлештерес тата эпир вӑй хунине тата ӑнӑҫлӑрах тӑвас тесен мӗн тумалла? Ҫак информацие, ҫӗр ҫинчи пур ҫынна та пӗлтерес тесен мӗн тумалла? Вӑхӑт кӗтмест вӗт! Эпир сакӑр миллиарда яхӑн ҫын ӗнтӗ, ҫакӑ вара кашнинех пырса тивет. Халӗ мӗн те пулин тумасан, инкек-синкек лави кӗҫех пурне те хупласа хурӗ. Мӗнле пулмалла- ха?
Ку ыйтусен хуравӗсене эпир туссемпе хисеплӗ Игорь Михайлович Даниловпа хутшӑннă калаçура тупрăмăр. Яланхи пекех, Игорь Михайлович обществӑри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма май пуррине, Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тӑвас ӗҫӗн тупсӑмнетатса пачĕ. Пирӗн хаклӑ тусӑмӑрсем, сире те каласа парасшӑн та ӗнтӗ эпир вӗсене!
Чи кирли — тӗллев! Тӗллев пур пулсан — пӗлтерӗш те пур, тӗллев ҫук пулсан, ним усси те ҫук. Пирӗн тӗллев мӗнре? Пирӗн тӗллев-Ҫын пек пурӑнма пуҫласси, тискер кайӑк пек мар, потребитель обществин тупикӗнчен, тӗрӗссипе каласан, вӑрттӑн чуралӑхран, чурасене тытса тӑракан стройран тухасси, халĕ эпир пурте этемлӗхĕпех пурӑнмастпӑр, пурăнам пекки çеç тăватпăр. Тӗп тӗллев вӑл — чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан ирӗклӗ ҫынсен, обществӑн, пулас ӑрусемшӗн тивӗҫлӗ пурнӑҫ, ырлӑх тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет аталанӑвне шантаракан пуласлăх. Юратупа Этемлӗх обществи, е ӑна тӗрлӗ тӗнре — Эдем теҫҫӗ. Пуласлӑх обществи, сана халӗ улӑштаракан тата санӑн пурнӑҫна тӗллевлӗ тӑвакан çутă кăмăлпа тулнă Общество.
Ҫакă пултар тесен тесен мӗн тумалла-ха? Этап тăрăх аталанни. Игорь Михайлович вӑл Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ — этемлӗхӗн чуралӑхпа феодализм стройӗнчен пăрăнса Чи Чаплă обществӑна куçнă чÿхнеххи кирлĕ япала пулни ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса пачӗ. Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ куçмалли тапхӑр шутланать, унсӑр пуçне чи аслӑ тӗллев — ирӗклӗ ҫынсен Чи Чаплӑ обществи. Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ куçмалли тапхӑр шутланать, унсӑр пуçне чи аслӑ тӗллев — ирӗклӗ ҫынсен Чи Чаплӑ обществи.
Игорь Михайлович ҫакӑн пек интереслӗ тӗслӗх илсе панӑ: «Шухӑшласа пӑхӑр-ха, тӑвӑллӑ сарлака юханшыв пысӑк ҫыранран шыв айне каякан утрав уйӑрать. Ҫав утрав ҫинче тискер кайӑксем пур. Пирӗн хальхи общество, тӗрӗссипе каласан, вӗсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Эпир тӗрӗс япаласем калатпӑр, ҫӳлӗ, идеалсем ҫинчен калаҫатпӑр, факт тӑрӑх вара тискер кайӑксем пек пурӑнатпӑр. Эпир уйрӑлтӑмӑр. Эпир анклавсем турӑмӑр. Яланах территоришĕн ҫапӑҫатпӑр, хамӑр хушӑри хутшӑнусене сӳтсе яватпӑр, иерархисем тӑватпӑр, доминацишӗн кӗрешетпӗр.
Ҫакӑ ҫынна тивӗҫлӗ-и вара? Ҫакӑн пек пурӑнмалла и Çыннăн вара? Хальхи обществӑра пурте ҫынна хирӗҫ. Ҫынсем хӑйсем çапла йĕрке тунӑ, çав йĕркесен тыткăнне хăйсемех çакланна кайран. «Хут ҫинчи» интерессем, «патшалӑх» интересӗсем, «общество» интересӗсем, пӗчӗк ушкӑнсене хÿтĕлесе мала тухаççĕ, чи вӗҫӗнче ҫеҫ этем интересӗсем тӑраҫҫӗ, ҫак «интерессене» вара çынсем хӑйсен аллисемпех хута ярса тăрса тата ытларах чуралӑха кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Йӗркеллӗ-и вара ку? Ҫак абстракцисене туса эпир вӗсен аллисене хамӑр правӑсене патӑмӑр. Анчах пирӗн правасемпе пӗрле пирӗн ырлӑха та туртса илчӗҫ. Ҫаксене пурне те каялла тавӑрма вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак тӗнчене туса ăна Этеме панӑ. Этемĕн те Ҫын статусне ҫухатмалла мар, ун чухне кӑна Чи Чаплă общество тума шанӑҫ пур пирӗн.
Хамăр тĕслĕх патне таврăнар, Чи Чаплă общество вӑл — юханшывӑн тепӗр енчи çыран — Эдем текен тӑнӑҫлӑхпа ырлӑхӑн пысӑк ҫыранӗ. Шывра путаракан утрав çинчен тухас тесен вилӗм юханшывӗ урлӑ каҫса пирӗн суяпа элек хуçаланакан потребителлĕ, тискер кайӑксен хушшинчи евĕр хутшӑнусенчен пăрăнса Эдем еннелле кӗпер тумалла, унта Чӑнлӑх та Юрату хуҫаланать. Ҫак кӗпер ҫынсен пӗрлехи пӗлтерӗвӗн тата пĕрле вăй хума кăмăл пуррипе палăртна ҫирӗп чулӗнчен пулĕ. Ҫак кӗпер вӑл Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн 8 тӗрекĕ çинче тăрать». Эпӗ тӗпчĕнрех ыйтрăм: «Мӗнле тӗрек вара ку?» Игорь Михайлович ку кӗпер тӗрекӗсем Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн 8 Никӗсӗ пулни ҫинчен каларӗ.
Ҫын — обществӑн тӗп единици. Этемлӗх — пӗр пысӑк ҫемье.
ЭТЕМ ПУРНĂÇĔ
Ҫыннăн пурнӑҫӗ чи пысӑк хаклӑх. Кирек мӗнле ҫыннӑн пурнӑҫне те кашниех хӑйӗн пурнӑҫне упранӑ пек упрамалла. Обществӑн тӗллевӗ — кашни ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне тивӗҫтересси тата гарантилесси. Этем пурнӑҫӗнчен урӑх нимĕн те хакли çук, пулма та пултараймасть. Пӗр Ҫын хаклӑ пулсан, пур Ҫын та хаклӑ!
ЭТЕМ ИРĔКЛĔХĔ
Кашни ҫын ҫуралсанах этем пулма ирӗк илет. Ҫынсем пурте ирӗклӗ те пӗр тан ҫуралаҫҫӗ. Кашнийӗн суйласа илме ирӗкĕ пур. Ҫӗр ҫинче Этемрен, унӑн ирӗклӗхӗнчен тата прависенчен никам та, нимӗн те ҫӳлерех пулма пултараймасть. Ҫыннӑн прависемпе ирӗклӗхне пурнӑҫласси ытти çынсен прависемпе ирӗклӗхне пӑсмалла мар.
ЭТЕМ ХĂРУШСĂРЛĂХĔ
Никам та, нимӗн те Этемĕн пурнӑҫӗпе ирӗклӗхне хӑратма пултараймасть!
Кашни Ҫынна пурнӑҫра мĕн кирлине, ҫав шутра апат-ҫимӗҫ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр, медицина пулӑшӑвӗ, пӗлӳ тата социаллӑ тивӗҫӳ тӳлевсӗр тивӗҫтерме гаранти пур.
Обществӑн наукӑпа производство тата технологи ӗҫ-хӗлне ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма кӑна ямалла.
Гарантиленӗ экономика ҫирӗплӗхӗ: инфляци тата кризиссем ҫукки, пӗтӗм тӗнчипе ҫирӗп тата пӗр тан хаксем, пӗрпек укҫа единици, чи пӗчӗк налук хумалли е ун пекки пачах та ҫукки.
Этем тата общество хӑрушсӑрлӑхне кирек мӗнле хӑрушлӑхран та чрезвычайлӑ ситуацисемпе кӗрешекен пӗрлехи общество служби тивӗҫтерет.
ПУРИНШĔН ТЕ ИНФОРМАЦИ УÇĂЛĂХĔ ТАТА ТĂРĂЛĂХĔ
Кашни Ҫыннӑн обществăн укҫи-тенки юхăмне тата ăна валеҫни ҫинчен тӗрӗс информаци илме право пур. Обществӑн йышӑнӑвӗсене пурнӑҫланин статусĕ ҫинчен кашни Ҫын валли информаци уҫӑ пулмалла.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем халӑх аллинче çеç, вӗсем информацие тĕрĕс, уççăн тата тÿррĕн кăтартса параççĕ.
ХАВХАЛАНТАРАКАН ИДЕОЛОГИ
Идеологи этемӗн чи лайӑх енӗсене туллин йӗркелесе аталантарма пулӑшмалла тата Ҫынна хирӗҫ каяканнине пурне те пÿлмелле. Тĕп приоритет — этемлӗх приоритечĕ, Этемĕн ҫӳллӗ чун-сипет туртӑмӗсем, гуманность, тӳрӗ кӑмӑллӑх, пӗр-пӗрне хисеплесси тата туслӑха ҫирӗплетесси.
Ҫынран Этем аталантармалли тата воспитани памалли условисем туса парасси, кашни çынра тата обществӑра моральпе нравственность хаклӑхӗсене ӳстерсе ҫитӗнтересси.
Пусмӑра пропагандӑлама чарни, уйрăлса тăрассин кирек мĕнле формисене, агрессийе, ҫынна хирӗҫ хӑтланнине сивлени тата айăплани.
ЛИЧНОСТЬ АТАЛАНĂВĔ
Хавхалантаракан Халӑх Пӗрлешӗвӗнче кашни ҫын пур енлӗ аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин пурнăçлама пултарать.
Пӗлӳ пуриншӗн те тӳлевсӗр тата пӗр пекех ҫителӗклӗ пулмалла. Ҫыннӑн пултаруллӑх енӗсене пурнӑҫлама условисем туса парасси тата çав майсене анлӑлатасси.
ТĔРĔСЛĔХ ТАТА ПĔРТАНЛĂХ
Çутҫанталӑк ресурсӗсем пурте Çын аллинче, вӗсем пур ҫын хушшинче те тӳрӗ кӑмӑлпа валеҫĕнеҫҫĕ. Ресурссене монополизацилеме тата вӗсемпе тухӑҫсӑр усӑ курма юрамасть. Ҫак ресурссем пӗтӗм Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хушшинче тӗрӗс валеҫӗнеҫҫӗ.
Ҫыннӑн хӑйĕн кăмăлĕпе ӗҫе вырнаçма гаранти пур. Пĕр пек должноçшăн, специальностьшăн, профессишĕн ĕç укçи пӗтӗм тӗнчипе пӗрешкел пулмалла.
Кашнин хӑйӗн харпӑрлӑх тивĕçĕ пур тата тупӑшсем илме право пур, анчах та общество палӑртнӑ капитализаци виҫин шайӗнче çеç.
ОБЩЕСТВО ХĂЙНЕ ХĂЙ ЙĔРКЕЛЕСЕ ТĂНИ
Хавхалантаракан Халӑх Пӗрлешӗвӗнче «влаҫ» ӑнланăвĕ ҫук, мӗншӗн тесен обществӑшӑн, пӗтӗмӗшле илсен, унӑн аталанӑвӗшӗн, пурнӑҫ условийӗсемшӗн тата килĕшÿллĕ стройӗшӗн кашни Çын яваплă.
Кашни Ҫыннӑн Хавхалантаракан Халăх Пĕрлешĕвĕн ӗҫ-хӗлне йĕркелесе пынинче тата Ҫын пурнӑҫне лайӑхлатакан саккунсене йышӑннинче хутшăнма право пур.
Этем пурнӑҫӗн пахалӑхне улӑштарасси ҫине витӗм кӳрекен общество пӗлтерӗшлӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тата экономика ыйтӑвӗсем пӗтӗм халӑхпа сӳтсе явма тата сасӑлама (референдума) кӑларӑнаҫҫӗ.
Ҫак информаци пире хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе. тарӑнӑшӗпе шалт тĕлĕнтерчĕ. Паллах, ҫакӑн пек обществӑра кашни ҫын пурӑнасшӑн. Паян та пирӗн умра, ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсен, пӗр ыйту ҫеҫ юлать: ҫакна кӗске вӑхӑт хушшинче мӗнле пурнӑҫламалла?
Игорь Михайлович Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тӑвас ӗҫре тапхӑрсем кирли ҫинчен пӗлтерчӗ, кашни тапхӑр мӗн иккенне ӑнлантарса пачӗ.
Информаци тапхӑрӗ. Ҫакӑ вӑл-этемлӗхе Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ ҫинчен пӗлтерни. Кашни ҫынах Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ пултăр тесен мӗн тума пултарнине пурне те каласа пама пултарать. Ку вӑл-тӗрлӗ ҫӗршыври тӳрӗ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ ҫынсем халӗ активлӑ ӗҫлени.
Политика тапхӑрӗ. Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ пӗрлӗхлӗ идеологийӗпе «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» политика партийӗсене тӗрлӗ ҫӗршывра туса хурасси. Партисен пӗтӗмӗшле координацине пӗтӗм Тӗнчери Тĕп Комитетра пурнӑҫлаҫҫӗ, ăна пӗтӗм тӗнчери пĕрлĕх — Пӗтӗм Тӗнчери общество юхӑмĕ «АЛЛАТРА» тӗрӗслесе тӑрать, мĕншĕн тесен вăл политикӑпа тӗнрен айкинче тăрать. Тӗллевӗ ансат: политикӑна инструмент пек усă курса уйăрса ярасси мар, ҫынсене пӗрлештересси.
Пӗтӗм тĕнче референдумĕ. Этемлӗхе пурӑнма пӗртен-пӗр меслет хавхалантараканни, вăл çеç малалла пуласлăха аталантармалли пӗртен-пӗр май, кун пирки пӗтӗм этемлӗх референдумне ирттересси.
Пӗрремӗш тапхӑр вӑл — Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тума май пурри ҫинчен этемлӗхе пӗлтерни. Ку вӑл эпир халӗ активлӑ ӗҫлени. Ҫынсен вырăнне вӗсен ӗҫӗсем калаҫҫӗ. «АЛЛАТРА» Пӗтӗм Тӗнчери общество юхӑмне хутшӑнакан ҫынсем пултаруллӑ проектсен шучӗ кашни кун ÿссе пурнӑҫланать, ҫавӑн пекех, кашни çынах вӗсем ҫинчен официаллӑ ресурссенчен пӗлме тата ҫав кирлӗ пуҫарупа пӗрлешме пултарать.
Хальхи обществӑра тӗп вырӑн йышӑнакан инструмент пур, ҫав инструментпа усă курса пирӗн обществопа ертсе пыраççĕ. Ку политика. Эпир унпа усӑ куратпӑр пулсан, Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тӑвас ӗҫе самаях хӑвӑртлатӑпӑр.
Акӑ 6 000 ҫул ӗнтӗ политика ҫынна чуралӑха кӗрсе ӳкме тата потребитель хаклӑхӗсен тытӑмне ҫирӗплетме пулӑшать. Анчах та хальхи вӑхӑтра вӑл Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тунӑ чухне пӗтӗм этемлӗхе пулӑшма пултарать!
Хальхи обществӑна йĕркелесе тăракан тытӑм ҫапла майпа вырнаçнă, эпир хамӑр ҫӗршыври сасӑлава хутшăннă чухне пире сӗннӗ кандидатсенчен суйласа илетпĕр, суйлав хыҫҫӑн хамӑр правӑсене çавсене шанса паратпар. Урӑхла каласан, эпир хамӑр пач палламан çынсене хамӑр правӑсене паратпӑр, ҫапла вара хамӑр ирӗксӗр тӑрса юлатпӑр. Эпир вĕсене делегаци турӑмӑр вӗт. Анчах хамӑр правасемпе пӗрлех эпир хамӑр ырлӑха та патӑмӑр. Эпир шӑпах ҫапла хамăрпа хуçаланма килĕшрĕмĕр те. Эпир власть шанса пани пирӗншӗн е пирӗн интерессемшӗн ӗҫлеть им вара? Вӑл пирӗн ырлӑха каялла тавӑрӗ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен вӑл ун патне хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа та пирӗн ырлӑха хăйĕн харпӑрлӑхĕ тесе шутлать. Вӑл хӑй ҫинчен, хӑйӗн ҫемйи ҫинчен шухӑшлать, анчах та пирӗн ҫинчен мар. Мӗншӗн? Потребителле эгоистла шухӑшланипе вӑл ахаль ҫын интересне хӳтӗлеме пуҫласан, пирӗн шайа ҫити анса ларĕ те пирӗн пекех, декларациллӗ правӑсемпе çеç чӑн-чӑн ырлӑхсемсӗр тӑрса юлӗ тесе шутлӗ. Ку абсурд мар-и вара? Ҫакӑ вӑрттӑн чуралӑх форми мар-и?
Пирӗн пĕтĕм ырлăха ярса илсен, пире валли питӗ хытӑ обязательствӑсем ҫырса панӑ, вӗсене, тӗрӗссипе каласан, чылайӑшӗ пурнӑҫланма та пултараймасть. Вӗсене туллин пурнӑҫлама май ҫук. Ҫакӑ ҫынсене яланах шиклентерсе тата хӑратса пурӑнтарать, хӑйсене хӳтлӗхсӗр тата сиенсӗр пек туйăнтарать. Халĕ шӑп ҫавӑн пек обществӑра пирӗн сирӗнпе пурӑнма тивет ĕнтĕ. Йĕри тавра манипуляцисем! Кунта потребительсен обществин пӗтӗм тупсӑмӗ. Унта йăлтах çапла вырнаçнă, мӗншӗн тесен вӑл ҫынна хирӗҫ. Ку факт. Ҫавӑн пек общество нумай пурӑнма пултарать-и? Унӑн пуласлӑхӗ пур-и? Паллах çук.
Анчах та кирек мӗнле хатӗрпе те сиен те, ыррă та тума пулать, унпа аркатма та, купалама та пулать. Ҫавӑнпа та политика Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ туса лартма саккун никӗсне ҫирӗплетекен тӗрӗс те, пултаруллӑ, пурнӑҫ никӗсне туса хатӗрлемелли инструмент пулса тӑма та пултарать.
Халӗ те эпир рим правипе усӑ курса пурӑнатпӑр, анчах та вăл тахçанах ĕçлеместь ĕнтĕ. Кашни ҫыннӑн интересӗсене тытса тӑма гарантилекен саккунсем тумалла. Вӗсен никӗсӗ Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн 8 Никӗсӗ пулӗ. Политика чăнах та тӗнчери хутшӑнусемпе пӗрлешӳ инструменчӗ пулса тӑмалла, пусӑмпа, агресси инструменчӗ вырӑнне халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пулăшаканни пулмалла. Ӑна çынсене пер пĕринчен малалла та уйӑртараканни мар, пӗтӗм этемлӗх ҫемйине хӑвӑртрах пӗрлештерес тесе усӑ курмалла та.
Эпир политикӑпа инструмент пек усӑ курмасӑр малалла та пыратпӑр пулсан, Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тӑвас ӗҫ нумай ҫуллӑха тӑсӑлса кайĕ. Айтӑр тӗрӗссĕн пӑхар, этемлӗхӗн ҫав вӑхӑт пур-и? Этемлӗхе потребитель форматӗнчен Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне куҫас ӗҫе хӑвӑртлатас тесен пирӗн политикӑпа халех тухӑҫлӑ инструмент пек усӑ курмалла та.
Эпир пурте хамӑр ҫӗршывӑн гражданӗсем. Эпир суйлавсене ҫӳретпӗр тата тӗрлӗ кандидатшӑн сасӑлатпӑр, кайран вара вӗсем пирӗн пурнӑҫа япӑхлатнӑшӑн тата потребитель форматне ҫирӗплетнӗшӗн кулянатпӑр. Саккунсене йышӑнаҫҫӗ, вӗсем пире, пирĕн Пӗрлӗхлӗ Ҫемьене хирӗҫ ĕçлеççĕ, пирӗн интерессемшӗн мар. Ҫавна пула лару-тӑру тата ытларах йывӑрланса пырать. Урӑхла каласан, влаçа кĕрсе çитсен, ҫав ҫынсем камӑнне тĕр интересӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, анчах Этемӗн тата Пӗрлӗхлӗ Ҫемйен интересӗсене мар. Ҫынна тата унӑн правине хирӗҫ пыракан политикшĕн мӗнле сасӑлама пулать-ха? Вӑл суяпа ултав енне сулӑннӑ пулсан, уншӑн мӗнле сасӑламалла?
Ҫак лару-тӑрӑва улӑштарас тесен пирӗн Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн 8 Никӗсне пурнӑҫлакан тата ӗҫе кӗртекен политиксемшӗн сасӑламалла! Унтан та лайӑхрах, ансатрах тата тӗрӗсрех ҫакă пӗтӗм тӗнчери «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» ятпа пӗрлехи парти туса хурасси, вӑл Пӗтӗм тӗнчери кашни ҫӗршывра Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн 8 Никӗсне ӗҫе кӗртӗ. Ҫапла вара вăл пирӗн делегациленӗ правӑсемпе усӑ курса пирӗн ырлӑха халех каялла тавӑрма тата Пӗтӗм этемлӗхе Пӗр Ҫемьене – Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне -хӑвӑртрах пӗрлештерес тесе вӑй хума пуҫлать. Тӗнчери пур ҫӗршыв та потребитель форматӗнчен куҫма хатӗр пулсан кӑна эпир Пĕтĕм Тĕнче референдумĕ ирттерме пултарӑпӑр, çавăнта хамӑра, Ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те, саккунсемпе килĕшÿллĕн пӗрлӗхлӗ Этем Ҫемйине – Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне пуçтарăнапăр.
Ҫакна эпир мирлӗ ҫулпа кӑна тума пултаратпӑр. Хисеплӗ Игорь Михайлович каланӑ тӑрӑх,«Этемлӗхе революци кирлӗ мар, этемлӗхе Эволюци кирлӗ».
Петĕм Тĕнчери «АЛЛАТРА» обществă юхăмне хутшӑнакан
Эльчин
Передача «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ»
Передача «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ пурне те пӗрлештерет»