Logo Creative Society ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ
ПĔРЛЕШĔВĔ
Пӗрлеш

«ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ ПĔРЛЕШĔВĔ» ПРОЕКТ ҪИНЧЕН

Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ — пӗтӗм этемлӗхӗн глобаллӑ проекчӗ тата кашнине пырса тивет.
Пӗрлеш #CREATIVESOCIETY
Collage
icon

ПРОЕКТ ИДЕЙИ

Ҫак проект петĕм тӗнчери «Общество. Юлашки шанăç» конференцире пуçарăнса кайма вай илчĕ, унта нумай ҫӗршыври ҫынсем пӗрлешнĕ.
  • Ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ вырӑнсенче пулнӑ май ҫынсем нумай конференц-залсене пухӑннӑ та пӗр вӑхӑтрах интернет урлӑ видеоҫыхӑнупа тухнӑ, вӗсем хальхи цивилизаци умӗнче тӑракан чӗнӳсене уҫҫӑн та тӗрӗссӗн сӳтсе явасшӑн пулнӑ.
  • Конференци пӗтӗмлетӳ турӗ: паянхи этемлӗхӗн тӗп йывӑрлӑхӗ — обществӑн потребитель формачӗ. Кӑткӑс лару-тӑруран тухмалли пӗртен-пӗр май вӑл-общество форматне, пӗтӗмӗшле илсен, пултаруллӑ тӑвас енӗпе улшӑнни.
Обществӑн пултаруллӑ формачӗ мӗнле пулма пултарать?:
icon
пирӗн цивилизацине пӗтес тупикран илсе тухӗ;
icon
пуласлӑха вӑрҫӑсăр, харкашусӑр, пусмӑрсӑр тата выҫлӑхсăр тивӗҫтерӗ;
icon
хальхи тата пуласлӑхшӑн хӑрушăсӑр пӗтӗм тӗнчипе тивӗҫлӗ пурнӑҫ туса парӗ;
icon
хальхи общество пурнӑҫĕн пур сферисенче те цивилизаци пӗрлӗхӗпе мирлӗ аталанӑвӗн ҫӗнӗ шайĕ çине илсе тухĕ
Мӗнле эпир, этемлӗх представителӗсем, Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне куратпӑр?
Ҫав тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
Ҫак ыйтусем ҫине пӗтӗм тӗнчипе хурав парас тесе тата глобаллӑ «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» проекта йӗркеленӗ.
«Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» проект кашни ҫын ӗҫĕ, ҫавӑнпа та ҫак пуҫарăва хутшӑнакансемпе пурнӑҫланать. «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» проекта хутшӑнакансем анлӑ общественность представителӗсем пулса тӑраҫҫӗ, вӑл пӗтӗм тӗнчери Мӗнпур ҫӗршыври Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн 8 Никӗсне ӗҫе кӗртес тесе тăрашать. Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне тӑвас ӗҫ тапхӑрӗ ҫинчен тӗплӗнрех статьяра вулӑр «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне тӑвас ӗҫӗн никӗсӗсемпе тапхӑрӗсем».
Игорь Михайлович Данилов Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ çинчен панă интервью
ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ ПĔРЛЕШĔВĔ
ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ ПĔРЛЕШĔВĔН
8 НИКӖСӖ
creativesociety.com
1. ЭТЕМ ПУРНĂÇĔ
Ҫыннăн пурнӑҫӗ чи пысӑк хаклӑх. Кирек мӗнле ҫыннӑн пурнӑҫне те кашниех хӑйӗн пурнӑҫне упранӑ пек упрамалла. Обществӑн тӗллевӗ — кашни ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне тивӗҫтересси тата гарантилесси. Этем пурнӑҫӗнчен урӑх нимĕн те хакли çук, пулма та пултараймасть. Пӗр Ҫын хаклӑ пулсан, пур Ҫын та хаклӑ!
2. ЭТЕМ ИРĔКЛĔХĔ
Кашни ҫын ҫуралсанах этем пулма ирӗк илет. Ҫынсем пурте ирӗклӗ те пӗр тан ҫуралаҫҫӗ. Кашнийӗн суйласа илме ирӗкĕ пур. Ҫӗр ҫинче Этемрен, унӑн ирӗклӗхӗнчен тата прависенчен никам та, нимӗн те ҫӳлерех пулма пултараймасть. Ҫыннӑн прависемпе ирӗклӗхне пурнӑҫласси ытти çынсен прависемпе ирӗклӗхне пӑсмалла мар.
3. ЭТЕМ ХĂРУШСĂРЛĂХĔ
Никам та, нимӗн те Этемĕн пурнӑҫӗпе ирӗклӗхне хӑратма пултараймасть!
Кашни Ҫынна пурнӑҫра мĕн кирлине, ҫав шутра апат-ҫимӗҫ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр, медицина пулӑшӑвӗ, пӗлӳ тата социаллӑ тивӗҫӳ тӳлевсӗр тивӗҫтерме гаранти пур.
Обществӑн наукӑпа производство тата технологи ӗҫ-хӗлне ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма кӑна ямалла.
Гарантиленӗ экономика ҫирӗплӗхӗ: инфляци тата кризиссем ҫукки, пӗтӗм тӗнчипе ҫирӗп тата пӗр тан хаксем, пӗрпек укҫа единици, чи пӗчӗк налук хумалли е ун пекки пачах та ҫукки.
Этем тата общество хӑрушсӑрлӑхне кирек мӗнле хӑрушлӑхран та чрезвычайлӑ ситуацисемпе кӗрешекен пӗрлехи общество служби тивӗҫтерет.
4. ПУРИНШĔН ТЕ ИНФОРМАЦИ УÇĂЛĂХĔ ТАТА ТĂРĂЛĂХĔ
Кашни Ҫыннӑн обществăн укҫи-тенки юхăмне тата ăна валеҫни ҫинчен тӗрӗс информаци илме право пур. Обществӑн йышӑнӑвӗсене пурнӑҫланин статусĕ ҫинчен кашни Ҫын валли информаци уҫӑ пулмалла.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем халӑх аллинче çеç, вӗсем информацие тĕрĕс, уççăн тата тÿррĕн кăтартса параççĕ.
5. ХАВХАЛАНТАРАКАН ИДЕОЛОГИ
Идеологи этемӗн чи лайӑх енӗсене туллин йӗркелесе аталантарма пулӑшмалла тата Ҫынна хирӗҫ каяканнине пурне те пÿлмелле. Тĕп приоритет — этемлӗх приоритечĕ, Этемĕн ҫӳллӗ чун-сипет туртӑмӗсем, гуманность, тӳрӗ кӑмӑллӑх, пӗр-пӗрне хисеплесси тата туслӑха ҫирӗплетесси.
Ҫынран Этем аталантармалли тата воспитани памалли условисем туса парасси, кашни çынра тата обществӑра моральпе нравственность хаклӑхӗсене ӳстерсе ҫитӗнтересси.
Пусмӑра пропагандӑлама чарни, уйрăлса тăрассин кирек мĕнле формисене, агрессийе, ҫынна хирӗҫ хӑтланнине сивлени тата айăплани.
6. ЛИЧНОСТЬ АТАЛАНĂВĔ
Хавхалантаракан Халӑх Пӗрлешӗвӗнче кашни ҫын пур енлӗ аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин пурнăçлама пултарать.
Пӗлӳ пуриншӗн те тӳлевсӗр тата пӗр пекех ҫителӗклӗ пулмалла. Ҫыннӑн пултаруллӑх енӗсене пурнӑҫлама условисем туса парасси тата çав майсене анлӑлатасси.
7. ТĔРĔСЛĔХ ТАТА ПĔРТАНЛĂХ
Çутҫанталӑк ресурсӗсем пурте Çын аллинче, вӗсем пур ҫын хушшинче те тӳрӗ кӑмӑлпа валеҫĕнеҫҫĕ. Ресурссене монополизацилеме тата вӗсемпе тухӑҫсӑр усӑ курма юрамасть. Ҫак ресурссем пӗтӗм Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хушшинче тӗрӗс валеҫӗнеҫҫӗ.
Ҫыннӑн хӑйĕн кăмăлĕпе ӗҫе вырнаçма гаранти пур. Пĕр пек должноçшăн, специальностьшăн, профессишĕн ĕç укçи пӗтӗм тӗнчипе пӗрешкел пулмалла.
Кашнин хӑйӗн харпӑрлӑх тивĕçĕ пур тата тупӑшсем илме право пур, анчах та общество палӑртнӑ капитализаци виҫин шайӗнче çеç.
8. ОБЩЕСТВО ХĂЙНЕ ХĂЙ ЙĔРКЕЛЕСЕ ТĂНИ
Хавхалантаракан Халӑх Пӗрлешӗвӗнче «влаҫ» ӑнланăвĕ ҫук, мӗншӗн тесен обществӑшӑн, пӗтӗмӗшле илсен, унӑн аталанӑвӗшӗн, пурнӑҫ условийӗсемшӗн тата килĕшÿллĕ стройӗшӗн кашни Çын яваплă.
Кашни Ҫыннӑн Хавхалантаракан Халăх Пĕрлешĕвĕн ӗҫ-хӗлне йĕркелесе пынинче тата Ҫын пурнӑҫне лайӑхлатакан саккунсене йышӑннинче хутшăнма право пур.
Этем пурнӑҫӗн пахалӑхне улӑштарасси ҫине витӗм кӳрекен общество пӗлтерӗшлӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тата экономика ыйтӑвӗсем пӗтӗм халӑхпа сӳтсе явма тата сасӑлама (референдума) кӑларӑнаҫҫӗ.
icon

ТӖЛЛЕВСЕМПЕ ЗАДАЧӐСЕМ

#CREATIVESOCIETY
ПРОЕКТ ТӖЛЛЕВӖ:
icon
Потребитель шаблонӗсен тытӑмӗнчен ирӗклĕ Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ туни.
Проект задачисем:
1
Пӗтӗм ҫӗр ҫинче Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ мирлӗ майпа çиттĕр тесе условисем туса парӑпӑр.
2
Пӗтӗм тӗнчипе ҫынсен шухӑшӗсене пӗлмелле,пурăнасшăн и вĕсем хавхалантаракан форматра, тата вӗсем ӑна мӗнле кураҫҫӗ.
3
Этем пурнӑҫӗн пур сферинче те хавхалантаракан формат концепцийӗпе моделӗсене пӗтӗм тӗнчипех уҫçӑн сӳтсе явмалли платформа туса парасси.
4
Пӗтӗм этемлӗхе пӗрлешме ҫӗнӗ ҫулсем тупмалла тата обществӑн социаллӑ статусне, тӗнне, халӑхлахне пăхмасарах, кашни ҫынна общество еçĕсене хастарлӑн хутшӑнмалли условисем туса памалла.
icon

ӖҪ ҪУЛ-ЙӖРӖ

«Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» проект задачисене пурнӑҫламалли ҫавнашкал майсем:
collage
Пӗтӗм планета тӑрӑх тӗнчери общественность шухӑшӗсене ҫутатма ирттерекен социаллӑ ыйтусемпе интервьюсем.
«Профессионалсен Вӑййи» форматра специалистсен пӗтӗм тӗнчери конференцийӗсем.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ мероприятисем, форумсем, профиллĕ тӗлпулусем, ҫаврака сӗтелсем, тематика вебинарӗсем, онлайн-видеоподкастсем йӗркелесси тата ытти платформӑсене хутшӑнасси.
Аналитика тата тӗпчев статйисене, автор тата эксперт шухӑшӗсене, обзорсене, интервьюсене тата ытти информаци материалӗсене пичетлесе кӑларни.
Видео-передачӑсем, презентаци тата социаллӑ роликсем, документлӑ фильмсем, видео обзорсем туса хатĕрлесси.
Айтӑр пӗрле этемлӗхе тивӗҫлӗ Пуласлӑх туса парар!