Logo Creative Society ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ
ПĔРЛЕШĔВĔ
Пӗрлеш

ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ ПĔРЛЕШĔВĔН 8 НИКӖСӖ

Ҫын — обществӑн тӗп единици.
Этемлӗх — пӗр пысӑк ҫемье.
1
ЭТЕМ ПУРНĂÇĔ

Ҫыннăн пурнӑҫӗ чи пысӑк хаклӑх. Кирек мӗнле ҫыннӑн пурнӑҫне те кашниех хӑйӗн пурнӑҫне упранӑ пек упрамалла. Обществӑн тӗллевӗ — кашни ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне тивӗҫтересси тата гарантилесси. Этем пурнӑҫӗнчен урӑх нимĕн те хакли çук, пулма та пултараймасть. Пӗр Ҫын хаклӑ пулсан, пур Ҫын та хаклӑ!

2
ЭТЕМ ИРĔКЛĔХĔ

Кашни ҫын ҫуралсанах этем пулма ирӗк илет. Ҫынсем пурте ирӗклӗ те пӗр тан ҫуралаҫҫӗ. Кашнийӗн суйласа илме ирӗкĕ пур. Ҫӗр ҫинче Этемрен, унӑн ирӗклӗхӗнчен тата прависенчен никам та, нимӗн те ҫӳлерех пулма пултараймасть. Ҫыннӑн прависемпе ирӗклӗхне пурнӑҫласси ытти çынсен прависемпе ирӗклӗхне пӑсмалла мар.

3
ЭТЕМ ХĂРУШСĂРЛĂХĔ

Никам та, нимӗн те Этемĕн пурнӑҫӗпе ирӗклӗхне хӑратма пултараймасть!

Кашни Ҫынна пурнӑҫра мĕн кирлине, ҫав шутра апат-ҫимӗҫ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр, медицина пулӑшӑвӗ, пӗлӳ тата социаллӑ тивӗҫӳ тӳлевсӗр тивӗҫтерме гаранти пур.

Обществӑн наукӑпа производство тата технологи ӗҫ-хӗлне ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма кӑна ямалла.

Гарантиленӗ экономика ҫирӗплӗхӗ: инфляци тата кризиссем ҫукки, пӗтӗм тӗнчипе ҫирӗп тата пӗр тан хаксем, пӗрпек укҫа единици, чи пӗчӗк налук хумалли е ун пекки пачах та ҫукки.

Этем тата общество хӑрушсӑрлӑхне кирек мӗнле хӑрушлӑхран та чрезвычайлӑ ситуацисемпе кӗрешекен пӗрлехи общество служби тивӗҫтерет.

4
ПУРИНШĔН ТЕ ИНФОРМАЦИ УÇĂЛĂХĔ ТАТА ТĂРĂЛĂХĔ

Кашни Ҫыннӑн обществăн укҫи-тенки юхăмне тата ăна валеҫни ҫинчен тӗрӗс информаци илме право пур. Обществӑн йышӑнӑвӗсене пурнӑҫланин статусĕ ҫинчен кашни Ҫын валли информаци уҫӑ пулмалла.

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем халӑх аллинче çеç, вӗсем информацие тĕрĕс, уççăн тата тÿррĕн кăтартса параççĕ.

5
ХАВХАЛАНТАРАКАН ИДЕОЛОГИ

Идеологи этемӗн чи лайӑх енӗсене туллин йӗркелесе аталантарма пулӑшмалла тата Ҫынна хирӗҫ каяканнине пурне те пÿлмелле. Тĕп приоритет — этемлӗх приоритечĕ, Этемĕн ҫӳллӗ чун-сипет туртӑмӗсем, гуманность, тӳрӗ кӑмӑллӑх, пӗр-пӗрне хисеплесси тата туслӑха ҫирӗплетесси.

Ҫынран Этем аталантармалли тата воспитани памалли условисем туса парасси, кашни çынра тата обществӑра моральпе нравственность хаклӑхӗсене ӳстерсе ҫитӗнтересси.

Пусмӑра пропагандӑлама чарни, уйрăлса тăрассин кирек мĕнле формисене, агрессийе, ҫынна хирӗҫ хӑтланнине сивлени тата айăплани.

6
ЛИЧНОСТЬ АТАЛАНĂВĔ

Хавхалантаракан Халӑх Пӗрлешӗвӗнче кашни ҫын пур енлӗ аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин пурнăçлама пултарать.

Пӗлӳ пуриншӗн те тӳлевсӗр тата пӗр пекех ҫителӗклӗ пулмалла. Ҫыннӑн пултаруллӑх енӗсене пурнӑҫлама условисем туса парасси тата çав майсене анлӑлатасси.

7
ТĔРĔСЛĔХ ТАТА ПĔРТАНЛĂХ

Çутҫанталӑк ресурсӗсем пурте Çын аллинче, вӗсем пур ҫын хушшинче те тӳрӗ кӑмӑлпа валеҫĕнеҫҫĕ. Ресурссене монополизацилеме тата вӗсемпе тухӑҫсӑр усӑ курма юрамасть. Ҫак ресурссем пӗтӗм Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хушшинче тӗрӗс валеҫӗнеҫҫӗ.

Ҫыннӑн хӑйĕн кăмăлĕпе ӗҫе вырнаçма гаранти пур. Пĕр пек должноçшăн, специальностьшăн, профессишĕн ĕç укçи пӗтӗм тӗнчипе пӗрешкел пулмалла.

Кашнин хӑйӗн харпӑрлӑх тивĕçĕ пур тата тупӑшсем илме право пур, анчах та общество палӑртнӑ капитализаци виҫин шайӗнче çеç.

8
ОБЩЕСТВО ХĂЙНЕ ХĂЙ ЙĔРКЕЛЕСЕ ТĂНИ

Хавхалантаракан Халӑх Пӗрлешӗвӗнче «влаҫ» ӑнланăвĕ ҫук, мӗншӗн тесен обществӑшӑн, пӗтӗмӗшле илсен, унӑн аталанӑвӗшӗн, пурнӑҫ условийӗсемшӗн тата килĕшÿллĕ стройӗшӗн кашни Çын яваплă.

Кашни Ҫыннӑн Хавхалантаракан Халăх Пĕрлешĕвĕн ӗҫ-хӗлне йĕркелесе пынинче тата Ҫын пурнӑҫне лайӑхлатакан саккунсене йышӑннинче хутшăнма право пур.

Этем пурнӑҫӗн пахалӑхне улӑштарасси ҫине витӗм кӳрекен общество пӗлтерӗшлӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тата экономика ыйтӑвӗсем пӗтӗм халӑхпа сӳтсе явма тата сасӑлама (референдума) кӑларӑнаҫҫӗ.

Creative society Logo with ALLATRA ornament
Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне тӑвас ӗҫ тапхӑрӗ çинчен тӗплӗнрех пӗлме «ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ ПĔРЛЕШĔВĔ ТӐВАС ӖҪӖН НИКӖСӖПЕ ТАПХӐРӖ» статьяра пулать.
Вула