Пӗтӗм тӗнчери конференцие пр çĕршыв çыннисемпе йӗркеленӗ тата синхронла 45 ытла чӗлхе ҫине, ҫав шутра суроперевод ҫине те куҫарнӑ. Тӳрӗ эфирта вӑл тӗрлӗ ҫӗршывсенче, тӗрлӗ телеканалсенче тата социаллӑ сетьсенче пин-пин онлайн-платформара трансляциленнӗ. Пушӑ вӑхӑтра конференцие йӗркелеме тата ирттермешкӗн мӗн тума пултарнине пурне те тӑвакан ҫынсене пула пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын пӗрлешӗвӗн чӑн вӑйне курнӑ. Ҫак ӗҫ питӗ кирлине халь ӑнланакан кирек кам та конференци ҫинчен информацие каласа пама тата пӗтӗм тӗнче Тӗрӗссине илтĕр тесе хутшӑнма пултарать: Турӑ тата Чӑнлӑх — пĕртен пĕрре, вăл пурин валли те.
Этемлӗх 6000 ҫул хушши пурăнакан потребитель форматӗнче, çынсен пӗр процентран та кая купи Чăнлăха пӑснӑ тата ӑна ҫынсен 99 процентĕнчен пытарса тӑнӑ. Пророксем панӑ Чӑнлӑха пӑсса влаҫшӑн ҫунакансем ҫынсене чуралӑхра усрама тата вӗсен пурнӑҫне тытса тӑма тӗн организацийӗсем туса хунӑ. Ҫынсем вара Пророксен сӑмахӗсене майӗпен манса кайнӑ. Турӑпа этем хушшинче нимӗнле “çыхăну тытма пулăшакан” та пулма пултараймасть: Турӑран хӑрамалла мар, ăна юратмалла.
Тӗрлӗ тӗнре пӗр Чӑнлӑх пулнине кӑтартакан тӗслӗхсем конференцире пӗрре кӑна мар асӑннӑ. Тӗрлӗ тӗн представителӗсем, ученӑйсем, тӗпчевҫӗсем христиан, ислам, индуизм тата буддизм пирки тӗрӗс мар каланă самантсене уҫса панӑ. Вӗсем пур ҫынна та Турӑ тӗнсен тулашӗнче пулнине тата пирӗн, этемлӗхе, хӑйсене Турӑпа этем хушшинче посредниксем тесе калакансене итлеме пӑрахмалла тесе аса илтернӗ. Пирӗн пророксен халалӗсене аса илме вӑхӑт ҫитрӗ.
Пӗр тӗн те пулин хӑйӗн пророк вӗрентӗвне тасалӑхпа упраса хӑварнӑ пулсан, эпир халӗ пачах урӑхла тӗнчере пурӑннӑ пулӑттӑмӑр, эпир хамӑр ҫине кӑна пӑхмӑттӑмӑрччӗ, эпир Пӗр Туррӑ пĕлтерĕшĕшĕн ҫапӑҫман пулӑттӑмӑр, тата экономика кризисӗсене те, чун-хавал, хамӑр хушӑри хутшӑнусен кризисĕсене те тӳссе ирттермен пулӑттӑмӑр. Эпир халӗ, шӳт мар ку, ытти галактикӑсене тĕпченĕ пулӑттӑмӑр.
Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе çынсем Чӑнлӑха пӑсни ҫинчен тӗрӗссине кăланипе çеç чарăнмĕç, пророксем килсе панӑ Чӑнлӑх тасалӑхне ҫӗнӗрен уҫса парӗҫ! Эпир, тӗнче ҫыннисем, Пророксен сӑмахӗсене аса илтерсе калăпăр, мӗншӗн тесен пĕтĕм тӗнче чăн-чăн Чӑнлӑха илтесшĕн. Паян та Пророксем каланӑ кун ҫитрӗ.
Мӗншӗн ха тӗн пуҫлӑхӗсем Иисус каланӑ сӑмахсене ҫынсен патне тӗрӗс илсе ҫитермеллине манаҫҫӗ? Унӑн таса халалӗсене тытса тӑрас тесен пирӗн хамӑрăн та тӗслӗх пулмалла. Анчах та мӗн куратпӑр-ха эпир? Пирӗн вĕсем пире Турра юратмалла мар, Турӑран хӑрамалла тесе ӗнентереҫҫӗ. Иисус вара çапла вӗрентнӗ-им? Ҫынсем чурасем мар, турӑран хӑрамалла мар. Анчах та посредниксем пире хăйсенчен хӑраттарасшӑн- и,çапла майпа вӗсен чурисем тӑвасшӑн?
Ҫынсем пӗр тан та ирӗклӗ ҫуралаҫҫӗ. Ирӗклӗ ҫынсем пек пирĕн суйлама ирӗк пур.
Тибет ҫине тата пӗтӗмӗшле буддизм ҫине пӑхсан, — ҫакă йăлтах модӑллӑ аттракцион, чун-чĕре-туризм аттракционӗ, сӗнекен тата сутăнакан тавар пулса тӑчӗҫ. Буддă Шакьямуни хӑйех, вӑхӑтсӑр саманисем пуласса сиссе (эпир халӗ сирӗнпе çак тапхăрта пурӑнатпӑр та ĕнтĕ), хӑй вӗрентӗвӗн вăй-халĕ пĕтесси ҫинчен каланӑ.
Хальхи вӑхӑтра эпир нумай тӗн хӑйсене кирлӗ пек çавăрттарнине курма пултаратпӑр.
Ҫакӑ паллӑ: мусульман тӗнчинче те, ҫавӑн пекех индуист, христиан тата еврей священникӗсем тунӑ пекех, йӑнӑшсем пур. Анчах та ку вӑл чи пирвайхи Халал çырăвĕсене ҫынсем хӑйсем вӗренменрен ҫеҫ.
Халăхсемпе манипуляци иртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем тӗллӗн вуламан пулсан, вӗсемпе манипуляци тума пулать...
Ҫакӑ ҫынсене чӑн пӗлӳ илме май килсен кӑна чарăнма пултарать.
Эпир улшӑнусен вӑхӑтӗнче пурӑнатпӑр тата ҫав вӑхӑт ҫинчен пирӗн мӑн асаттесем каласа хăварнă тӑрӑх, çут тӗнче йывăр ыйхӑран вӑранĕ.
Çÿлти Турă пире çав тери хытӑ юратнӑран пире суйласа илмелли ирӗклӗх панӑ. Эпир хамӑр суйлавра ирӗклӗ, анчах та эпир суйлав сиенӗсенчен ирӗклӗ мар. Чӑн саккун ахальтен мар. Ырӑ ӗҫсем тӑватӑн пулсан, ҫакӑ ырри патне илсе ҫитерӗ. Эсӗ япӑх ĕçсем тусан, ку япӑххи патне илсе çитереть.
Эпӗ сире чиркӳ представителӗ, Иерусалимри Ҫывӑх Тухӑҫӗн акӑлчан чиркӗвӗн 13-мӗш епископӗ пек ҫеҫ мар, эпӗ сире çавăн пекех араб, палестинец, христианин, акӑлчанла пÿплекен тата израиль ҫынни пек хистесе калатӑп.
Турӑ тӗнре кăна мар.
Турӑ вӑл — манӑн чун тарӑнӑшӗ. Турӑ вӑл — сирӗн чун тарӑнӑшӗ.Турă пире пурне те тума Пултаракан Турӑ евӗрлӗ туса янă, ҫавӑнпа та пире ҫакăнта кашнинех Турă тунӑ сӑнара упраса хӑварма тата илемлетме халаланă. Пирӗнтен кашни ӳт тӗсне, тӗнне, арҫынне-хӗрарӑмне пӑхмасӑрах. Пирӗн пурсӑмӑрта та пурне те тума Пултаракан Туррӑн Çутă Сывлӑшӗн пайӗ пур. Ҫынсем хальхи тӗн кӗнекисенче асӑннӑ Çутă Сывлӑша мар, саспаллисене мала хурса тӑнӑ чухне этемлӗхӗн шанчӑк ҫук.
Эпӗ мĕн чӗнсе каласшăн — ҫӗнӗ пророксем килессе кӗтмелле мар, хамӑр пата килнӗ пророксем енне ҫаврӑнмалла. Пророксем пур ӗнтӗ.
Христиансен — Иисус, мусульмансен — Мухаммед пророк, гаудийсен — вайшнав — Чайтанья Махапрабху, буддистсен — Будда. Суйласа илӗр те Пророк енне ҫаврӑнӑр кӑна...
Айтӑр, хамӑр конфессийӗрсенчен кӑштах уйрӑлар та Пророксен енне ҫаврӑнса пӑхар, хамӑр климат условийӗсенчен пӑрӑнар та чун-чĕре çутти енне пăхар, Турӑ вăл мусульман мар, христианин та мар, индус та мар, вӑл Çутă сывлӑш, çап Çутă сывлăш. Вӑл пуриншӗн те Хӗвел пек пӗрешкел.
Март уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тепӗр пысӑк тема палăртнă — юлашки вӑхӑтсем тата сӑваплӑ ҫырусенче ҫав вӑхӑт ҫинчен пророкла каланисем. Çирӗплетсе панӑ тӗслӗхсем илсе панӑ, Пророкла каланисем пурнӑҫланаççĕ, тата шăп та эпир суйлава лекнĕ ҫынсем — ҫак вӑхӑтсем юлашки пулӗҫ-ши е пирӗн цивилизацин ҫӗнӗ пурнӑҫӗн пуҫламӑшӗ пулӗ-ши?
Эпир хамӑр тӗнчепе мӗн пулса иртнине курса тăрса хӑш вӑхӑтра пурӑннине ăнланмастпăр ши вара? Ҫакна кашниех ӑнланать, анчах та эпир ним те тумастпӑр…
Тĕн пачăшкисем пире “пурте лайӑх пулӗ” тесе каласса тата политиксем ҫакна ҫирӗплетсе парасса кӗтсе ларатпăр? Иккӗленекенӗн климатпа, экономикӑпа мӗн пулса иртнине çине пӑхса тухни те ҫителӗклӗ. Ҫӗршывсем хушшинчи туслӑх ҫирӗпленет-и вара? Нивушлӗ эпир мӗн патне çитнине курмастпӑр?
Ҫавӑнпа та халӗ пурӑнакан потребитель форматӗнче ним усси те ҫук.
Шӑп та шай эпир потребитель формачӗ майлӑ тӑрса этемре унăн тискер кайӑксенни пек уйрӑмлӑхсене аталантаратпăр. Ку пирӗн яваплӑх.
Эпир сире хăвăра шухӑшласа пӑхма сӗнетпӗр: мӗншӗн Пророксем пире Суд вӑхӑчӗ ҫинчен тӗрлӗ вӑхӑтра астутарнă? Вӗсен сăмахĕсем пин ҫул иртнӗ пулсан та упраннă вӗт! Мӗншӗн вӗсем пире ҫакӑн ҫинчен асӑрхаттарнӑ? Пророксем йӑнӑшма пултарнӑ-и, тата ҫакӑ тен пирӗн ҫинчен те мар? Ҫук. Вӗсем пире, халӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, асӑрхаттарнине эпӗ шанатӑп.
Пророкла каланисем пурте икӗ енлӗ! Ҫакӑ вара аталанакан пулăмсен пĕр майĕ кӑна. Эпир ӑна — Суд кунне-пурнӑҫа кӗртесшӗн-и? Ҫук! Апла пулсан йăлтах пирӗн алӑра. Халĕ вара, паянхи кун, эсир Пророксем каланӑ тепӗр сценарие мӗнле пурнӑҫламалли ҫинчен илтӗр. Ҫак икӗ ҫултан пĕрне суйласа илесси — пирӗн яваплӑх. Апла пулсан, айтӑр тӗрӗс йышӑну тӑвар.
Пророксем пурте пире Турра юратма тата пӗр-пӗрне юратма хушнӑ, вӗсем пире çапла общество тума, унта кашни ҫын тӑнӑҫлӑ, нимрен хӑрамалли çук ҫӗрте пурӑнма халаланă. Хальхи вӑхӑтра миллионшар ҫын пӗтӗм тӗнчипе тӗрӗссине курать, тата влаçра ларакансене урӑх ӗненмест. Ҫынсем пӗтӗм этемлӗхе пӗрлешме тата пирӗн Пророксем ӗмӗтленекен Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тума хатӗр.
Ҫак конференци питĕ пĕлтерĕшлĕ, мӗншӗн тесен ăна Мухаммад Пророк (Ӑна Тӑнӑҫлӑх) араб чӗлхипе кӑна упранса юлнă Хадиссенче пĕринче малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Аллах посланникӗ каларӗ:
«Ҫакӑ вӑл халӑхсем патне тӳперен чӗнсе калани пулӗ, ăна пурте илтĕç. Кашни чӗлхеллӗ ҫынсене вĕсен чĕлхипе тӳперен те, пур енчен те килекен вӑйлӑ, тарӑн та ҫепӗççĕн чӗнсе калани. Вара ҫывӑракансем юлмӗҫ, пурте тӑрӗҫ те, ку мӗнле хыпар пулнине пӗлес тесе ҫынсем хӑйсен килӗсенчен тухӗҫ. Ҫак чӗнÿ вӗсене тӗрӗсмарлӑха, ӗненменлӗхе, харкашусене, юн тӑкнине пӗтерме тата Аль-Махди Имам хыççăн кайма, ӑна вара ячĕпе тата ашшӗ ячӗпе чӗнме ыйтать!»
Чӑнах та, Имам Махди вӑл ирӗксӗрлесе килмӗ, вӑл Турӑ Юратӑвӗпе килӗ. Вӑл пӗтӗм тӗне тӗрӗс ӑнланма пулӑшӗ. Ҫынсем пурте пӗр ҫемьене пӗрлешесчĕ тесе вӑранаҫҫӗ те, çак Пĕлÿсемпе хавхаланнăскерсем, ыттисем те вăранччĕр тесе çав Пӗлӳсене пӗтӗм этемлӗх хушшинче салатӗҫ.
Пророксем пурте юлашки вӑхӑтра Ҫӳлти Турӑ ирӗкӗпе Килекене пулӑшма пултаракан ҫынсем пулӗҫ тенӗ.
Ҫавӑнпа та, тӑвансем, Пирӗн ҫакна манмалла мар: пирӗн пурин те Пӗр Аллах, эпир пурте те вӑл туса янăскерсем, эпир пурсӑмӑр та тӑвансем, эпир пурте Пророксем мĕн ӗмӗтленнине тума суйласа илнисем, Эпир Ҫӳлти Турра чӑннипех юрататпӑр пулсан тата Унӑн Хыпарҫисене хисеплетпӗр пулсан, Пирӗн Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тумалла! Ахальтен мар ӗнтӗ, эпир Махдипе пӗр вӑхӑтрах пурӑнма пысӑк чыса тивӗҫрӗмӗр!
Пророк вӑхӑтӗнче унӑн сăваплă сăмахĕсене пурте ӑнланайман. Мӗншӗн тесен Вӑл пирĕн валли, хальхи вӑхӑтра пурӑнакансемшӗн, каланă. Шӑп та шай эпир яваплӑ, эпир пурте те суйланса илнисем! Шӑпах вӑл пире валли каланă. Вӑл йăлтах улшӑнасса пӗлнӗ. Паян, мартӑн 20-мӗшӗнче мен пуласса, вӑл Аллах патне кайнăранпа темиҫе ҫул иртне пусан те, пӗлнӗ. Акӑ вӑл ҫак кун ҫитрӗ. Ҫынсем пӗтӗм тӗнчипех тӗрӗссине каланӑ кун. Ку вӑл питлекен тӗрӗслӗх. Чӑнах та, Пророк каланӑ пекех, ҫынсене тӗрӗсмарлӑха, ӗненменлӗхе, хирӗҫӳсене, юн тӑкнине пӗтерме тата Чӑнлӑх хыҫҫӑн кайма чӗнет.
Эпир халӗ пурӑнакан вӑхӑт ҫинчен тӗрлӗ тӗнре каланӑ, вӗсем ҫинчен пирӗн пур пророк та каланӑ. Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫак кунччен пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Анчах эпир шӑпах ҫак кунсенче пурӑнтӑмӑр. Ҫакӑ этемлӗх историйӗнче пӗрремӗш хут пулса иртет. Акӑ вӑл Пирӗн Пророк каланӑ кун
Эпир, пӗтӗм тӗнчипех ҫынсем, ҫак пророкла сӑмахсене пурнӑҫларӑмӑр! Конференцие тӳрӗ эфирта интернет урлӑ 45 ытла чӗлхепе трансляциленӗ. Ҫӗр ҫинче кашни ҫыннӑн чӗнсе каланине илтме, пирӗн пророксем енне ҫаврӑнма тата Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тума май пур.
Паян кашни ҫын суйласа илнӗ ҫын шутланать, мӗншӗн тесен халӗ пурӑнакан кашни ҫынранах пирӗн цивилизацин пуласлӑхӗ килет!