Logo Creative Society ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ
ПĔРЛЕШĔВĔ
Пӗрлеш
СЕНСАЦИ! Европӑри выҫӑ чулсем ҫаралса юлнӑ! Мӗн кӗтет пире? 2022 ҪУЛХИ ҪУЛЛА СЕНСАЦИ! Европӑри выҫӑ чулсем ҫаралса юлнӑ! Мӗн кӗтет пире? СЕНСАЦИ! Европӑри выҫӑ чулсем ҫаралса юлнӑ! Мӗн кӗтет пире? СЕНСАЦИ! Европӑри выҫӑ чулсем ҫаралса юлнӑ! Мӗн кӗтет пире?

СЕНСАЦИ! Европӑри выҫӑ чулсем ҫаралса юлнӑ! Мӗн кӗтет пире?

2022 ҪУЛХИ ҪУЛЛА

☀️ ЕВРОПА

Юлашки 500 ҫул хушшинче кӑҫалхи пек шăрăх ҫанталӑк пулман. Калама ҫук шӑрӑх водохранилищӑсене пушатать, Германи, Нидерланды, Франци, Испани, Серби, Португали тата ытти ҫӗршывсенчи юханшывсем типеççĕ.

Ҫумӑрсем ҫукки, шӑрӑх тата шывсем тишкерӳ шайĕнчен чылай чакни Европӑри нумай ҫӗршывсенче шывпа усӑ курас йĕркене татах та хытарма хистет.

Ҫӗнӗ хыпарсен кӑларăмĕнче пӑхӑр:

2022 ҪУЛХИ АВГУСТӐН ПУҪЛАМӐШӖ

☀️ЕВРОПĂН ВАРРИНЧИ ПАЙĔ

Ӑшӑхланса юлнӑ юханшывсем ҫинче "гидрологи ориентирӗсем" курӑнаҫҫӗ, вӗсене "выҫӑ чулсем" теҫҫӗ.

"ЭСӖ МАНА КУРАТĂН ПУЛСАН, МАКӐР", — Чехире пуҫланса Германи тăрах юхакан Эльба юханшыв тӗпӗнчи темиçе ĕмĕр каяллахи пысăк чул куранма пуçланă, ун çинче нимĕçле çапла çырнă

2022 ҪУЛХИ ҪУЛЛА

☀️ ФРАНЦИ — ӖҪМЕЛЛИ ШЫВА АВТОЦИСТЕРНӐПА ТУРТТАРАҪҪӖ

Франци регионӗсен виç пайӗнчен иккĕшĕ агропромышленноҫ кризисӗ ҫинчен пӗлтернӗ.

Çӗршывăн чи вӑрӑм та тулли юханшывĕ Луара уйрӑм участоксенче пӗтӗмпех типсе ларнӑ.

☀️ Орлеан ҫыннисем унӑн типнĕ çыранĕпе ҫӑмӑллӑнах иртме пултараҫҫӗ. Тулузӑра Гаронна урлӑ утсах каҫма пулать. Юханшыв шывӗ атом станцийӗсен реакторӗсене сивӗтме пултараймасть,энерги компанийӗсем атом блокӗсен хӑватне палӑрмаллах чакарма тивет.

Августӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа Францири 93 департаментра 💧 шывпа усӑ курма тӗрлӗ чарусем кӗртнӗ, вĕсене пӑснӑшӑн 1500 евро таран штраф хураҫҫӗ. Вырӑнти влаҫсем шыва май килнӗ таран перекетлеме чӗнеҫҫӗ.

❓ Ҫакăн пек лару-тăрура влаҫсем гольф вылямалли уйсене шӑвармаллах тесе йышăнни пачах та ăнланмалла мар.

Вара ыйту сиксе тухать: обществӑн хальхи формачӗпе пурте йӗркеллех-и? ❓

2022 ҪУЛХИ ҪУЛЛА

💧 ФРАНЦИ — 10 000 ЯХӐН ҪЫННА ЭВАКУАЦИЛЕНӖ

Чи пысӑк хӑрушлӑх шайӗ "хĕрлĕ" тесе пӗлтернӗ департаментсенче шывпа апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, сывлӑх сыхлавӗн нушисене тивĕçтерме тата пушарсене сӳнтерме ҫеҫ усӑ курма юрать.

🔥 Сӑмах май каласан, ҫӗршывра хальхи вӑхӑтра темиҫе пысӑк, ҫавӑн пекех вуншар вак пушарсем алхасаççĕ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Францире 40 000 гектар ытла территори ҫунса кайнӑ — юлашки 15 ҫулти вӑтам кăтартуран чылай пысӑкрах.

2022 ҪУЛХИ ҪУЛЛА

🔥 ИСПАНИнче те ҫаплах вӑрман пушарӗсем алхасаҫҫӗ.

Ҫӗршыври шывсен пӗтӗмӗшле запасӗ историре чи пӗчӗк виҫе таран, 39 процент таран ӳкнӗ.

2022 ҪУЛХИ ҪУЛЛА

💧 ИТАЛИ- 5 РЕГИОНТА ЧРЕЗВЫЧАЙЛӐ ЛАРУ-ТӐРУ ҪИНЧЕН ПӖЛТЕРНӖ. Италире Гард кӳлли историри чи пĕчĕк шай таран ӑшӑхланса юлнӑ.

По юханшыв типнине пула ҫурҫӗрти регионсенче чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркеленнӗ. Темиҫе муниципалитет шыва нормӑ ҫине куçарнине пӗлтерчӗҫ.

2022 ҪУЛХИ ҪУ

💧 ВЕЛИКОБРИТАНИ — 14 РЕГИОНТАН 8-ĂШĔНЧЕ ТИПӖ ҪАНТАЛӐК ПУҪЛАННИ ҪИНЧЕН ПӖЛТЕРНӖ

Великобританире пурӑнакансене ҫавӑн пекех кирлӗ нушасем валли ҫеҫ шывпа усӑ курма чӗнеҫҫӗ.

"ГЛОБАЛЛӐ КРИЗИС. ЭПИР ҪЫНСЕМ. ЭПИР ПУРӐНАСШӐН " | пӗтӗм тӗнчери онлайн-форум | 07.05.2022

https://youtu.be/Z9yyKauhQL4

КЛИМАТ. ВӖРЕМЕ КĔНИ:

https://youtu.be/gwI7MtsB9xY

"Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ" проектӑн официаллӑ сайчӗ

https://creativesociety.com

E-mail: [email protected]

Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне тӑвас ӗҫ тапхӑрӗ çинчен тӗплӗнрех пӗлме «ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ ПĔРЛЕШĔВĔ ТӐВАС ӖҪӖН НИКӖСӖПЕ ТАПХӐРӖ» статьяра пулать.

Вула
Халĕ кашниех питĕ чылай тума пултарать!
ПУЛАСЛӐХ КАШНИ ХӐЙӖН СУЙЛАВĔНЧЕН КИЛЕТ!
Пӗрлеш