Пушарсем пурне те пӗтереҫҫӗ: Испани, Португали, Греци.
Çынсенчен чылайăшĕ аномаллӑ шӑрӑх хӑрушӑ япала иккене сисемеҫҫӗ те: вĕри ҫапас хӑрушлӑх, ытти инкек-синкек, стресс.
ИЮЛЬ уйӑхӗн варри
УЗБЕКИСТАН, аномаллӑ шӑрӑха пула пӗтӗм ҫӗршывӗпех 4 000 ытла ҫынна госпитальсене хунă. 4 кун хушшинче васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине 130 пин ытла чӗнӳ килнӗ.
Юлашки вӑхӑтра Европӑри темиҫе ҫӗршывсенче шӑрӑха пула пин ытла ҫын вилнӗ. Инкек курнисен шучӗ те кунран-кун ӳссех пырать. Ҫу пуҫланнӑранпа Европӑна иккӗмӗш аномаллӑ ӑшӑ хумӗ ҫавӑрса илчӗ. Температура рекорчӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри улшанаççĕ.
Ҫӗнӗ хыпарсен кӑларăмĕнче пӑхӑр:
ИЮЛЬ уйӑхӗн варри
ЕВРОПӐРА пысӑк пушарсен йышӗ рекордла ӳсет. Июль уйӑхӗн варринче вӗсем 1700 ытла шутланаҫҫӗ, сахалтан та 350 пин гектар вӑрман лаптӑкӗ ҫунса кайнӑ. Ку юлашки 16 ҫул хушшинчи вӑтам кăтартăвĕнчен тӑватӑ хут пысӑкрах.
ПОРТУГАЛИ, ҫутҫанталӑкра сайра тӗл пулакан парка, Аррабидӑна, вут ҫунтарса янӑ.
ИЮЛӖН 14 - мӗшӗнче, Пиньян метеостанцинче Цельсипе 47 градус пăчă температурӑ кӑтартнӑ, ку вара рекордлӑ ҫӗнӗ пӗлтерӗш пулса тӑнă.
ИЮЛӖН 19-мӗшӗ
ВЕЛИКОБРИТАНИН сӑнав историйӗнче чи шӑрӑх кун пулнă.Аномаллă шӑрӑха пула вӑрмансем, ҫуртсем ҫунаҫҫӗ, урамсенче асфальт ирĕлеть, чугун ҫулсем шӑранаççĕ. Хӑш-пӗр аэропортсенче рейссене чарнă, мӗншӗн тесен вĕри температура вӗҫсе хӑпармалли çулсене сиенленӗ. Больницӑсем шӑрӑхпа аптранӑ ҫынсемпе тулнă.
ИЮЛЬ уйӑхӗнче ФРАНЦИРЕ те ҫавӑн пекех аномаллӑ кӑтартусем. Июлӗн 16-мӗшӗ тӗлне ҫак уйӑхӑн чи пысӑк температурăсен рекорчĕ 30 ытла улшăнчĕ.
Ҫӗршывӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вӑрман пушарӗсем алхасаҫҫӗ: Жиронд департаментӗнче вӗсем 9пин те 500 гектар ытла вӑрман тӑватӑ кун хушшинче пӗтернӗ. 16 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ.
ИСПАНИН тӗп хулинче сӑнавсен историйӗнче чи шӑрӑх каҫ шутланнă.
Шӑрӑх ҫанталӑк пушарсем хыпасса ăнкарса тараймасть. Вӗсем халӑх пурӑнакан вырӑнсем патнех ҫитрӗҫ. Кӑҫал пуҫланнăранпа ҫулӑм 70 пин ытла гектара пӗтернӗ.
Гибралтар проливӗн тепӗр енче, Мароккон ҫурҫӗрĕнче температурӑ нормӑран 10 градус ытла. Пушарсене пула вилĕм тата эвакуаци. Ҫулӑм вӑрмансене те, ялсене те пӗтерет.
Климат улшӑнӑвӗсем уйрӑмах пӑшӑрхантараҫҫӗ. Вӗсем катаклизмсен хӑвӑрт ӳсӗмӗпе кал-кал аталанӑвӗ патне илсе пыраҫҫӗ. Паянхи куна космоспа геологи процесӗсем ҫӗр ҫинчи климата пӗтӗм тӗнчере тĕпренех улӑштарма пултаракан витӗм факторĕсене шута илменни пысӑк хӑрушлӑх кăтартать.
Кун ҫинчен тӗплӗ информаци «Глобаллă кризис. ЭПИР ÇЫНСЕМ. ЭПИР ПУРĂНАСШĂН» форумра пӗлтернӗ
"ГЛОБАЛЛӐ КРИЗИС. ЭПИР ҪЫНСЕМ. ЭПИР ПУРӐНАСШӐН " | Пӗтӗм тӗнчери онлайн-форум | 07.05.2022
https://youtu.be/w9usI0OEibg
"Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ"проектӑн официаллӑ сайчӗ
https://creativesociety.com/cv
"Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ". Ыйтусемпе хуравсем"
https://youtu.be/BAsk7a9hkzA