Пакистанра гуманитари КАТАСТРОФИ! Китайра Шăрăх тата Шыв çук
ПАКИСТАН: ЧРЕЗВЫЧАЙЛӐ ЛАРУ-ТӐРУ ҪИНЧЕН ПӖЛТЕРНӖ
Нумайах пулмасть-ха пирӗнтен чылайӑшӗ Кӑнтӑр Азири ҫак пачшалăх ҫинчен нимех те пӗлмен.
Паян вара пӗтӗм тӗнче Пакистанран килекен хăрушă кадрсене сăнаса тăрать.
" Питĕ анлă гуманитари катастрофи " - тет унăн правительстви кулленхи лару-тӑрусем пирки.
Ҫак кӑларӑмра Пакистанра шыв илнӗ хыҫҫӑн мӗн пулса иртни ҫинчен пӑхӑр.
2022 ҫулхи АВГУСТӐН 25-мӗшӗнче кунта 3 хут, вырӑн-вырӑнпа 5 хут та вӑтамран 30 ҫул хушшинчи кăтартуран ытларах нÿрĕ ÿкнĕ.
30 000 000 ЫТЛА ҪЫН шыв илнипе тата пылчак юхнипе шар курнӑ, 1000 ытла ҫын инкеке тӳссе ирттереймен.
Кунти халӑх та, инфратытӑм та пĕр чарӑнма пӗлми çăвакан ҫумӑра текех чăтаймаҫҫӗ, вӗсем июнь уйӑхӗнчех пыраççĕ. Пӗвесем туллиех. Хӑшпӗрисене уçса та янă ĕнтĕ.
Пакистанăн ҫутҫанталӑк инкекӗсемпе кӗрешекен Наци управленийӗн катартăвĕсем тăрăх, 200 пин ытла ҫурт ишӗлнӗ тата 450 пине яхӑн сиенленнӗ. Миллионшар ҫынна васкавлӑ хӳтлӗх вырăн кирлӗ.
Кӗперсемпе ҫулсем ишĕлнĕ-халӑх пурӑнакан нумай вырӑна пулӑшу вӑхӑтра ҫитеймест. Çӗршер пин гектар ялхуҫалӑх культурисемпе садсене шыв илнипе пӗтнӗ. 700 000 ытла выльӑх вилнĕ.
Шел пулин те, хальхи обществӑра условисем ҫавӑн пек: тĕрĕс прогноз лартса тата климат пулӑмӗсен сиенне вăхатра пӗтерес ыйту кӑткӑс шутланать. Этем пурнӑҫӗн пахалӑхӗ пӗрремӗш вырӑнта тӑнӑ чухне ҫеҫ кунта улшӑну пулма пултарать.
"ГЛОБАЛЛӐ КРИЗИС. ЭПИР ҪЫНСЕМ. ЭПИР ПУРӐНАСШӐН " | пӗтӗм Тӗнчери онлайн-форум | 07.05.2022:
https://youtu.be/w9usI0OEibg
КЛИМАТ ВӖРЕМЕ КĔНИ:
https://youtu.be/gwI7MtsB9xY
"Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ"проектӑн официаллӑ сайчӗ
https://creativesociety.com/cv
E-mail: [email protected]