Гималайра паломниксен ТРАГЕДИЛЛĔ уявĕ. Пакистана шыв илни.
Катаклизмсем пӗтӗм тӗнчене чӗтреççĕ!
ИЮЛӖН 8-мӗшӗ
💦ДЖАММУ ТАТА КАШМИР. 40е яхӑн çын ҫӗр хӑвӑлӗнчи Амарна́тх храмӗ патӗнче шыв-шур пулнӑ хыҫҫӑн пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Паломниксен палаткисем ҫине шыв, пылчӑк, чул юхӑмӗсем йӑтӑнса анчӗҫ. Темиҫе ҫын вилнӗ, вуншарăшĕ травма илнӗ. 15 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ.
ИЮЛӖН 9-мӗшпе 10-мӗшӗ
💦ИНДИ. Теланган штатӗнче чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ. Халӑх пурӑнакан вырӑнсем, ҫав шутра штат столици те, шар курнӑ. Вилнисем те пур.
Ҫав вӑхӑтрах Гуджарат штатӗнче вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫулсемпе пурӑнмалли районсене путарнă. 2000 яхӑн ҫынна сулӑсемпе вертолетсем пулӑшнипе ҫӑлнӑ
💦ПАКИСТАН. Муссон ҫумӑрӗсем анлăн шив илни тата 8 дамба ишĕлни патне илсе çитернĕ. Белуджистан провинцийӗнче вуншар ҫын шывпа юхса кайнă. 70 ытла ҫын ытла вилнĕ, 670 ҫурт ишӗлсе аннӑ, ҫӗршер ҫемье шыв илнӗ урамсенче ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ.
Паянхи куна пуриншӗн те паллӑ фактсем ҫителӗклӗ пухӑннӑ, вӗсем метеорологи процесӗсемпе пулӑмсен хӑрушӑлăхĕ вӑйланнине кӑтартса параҫҫӗ.
Вӗсен шутне ҫавӑн пекех аркатакан штормсем пуҫланса кайни тата кӗтмен ҫӗртен шыв илнисем кӗреҫҫӗ.
Шел пулин те, хальхи обществӑра условисем ҫавӑн пек: тĕрĕс прогноз лартса тата климат пулӑмӗсен сиенне вăхатра пӗтерес ыйту кӑткӑс шутланать. Этем пурнӑҫӗн пахалӑхӗ пӗрремӗш вырӑнта тӑнӑ чухне ҫеҫ кунта улшӑну пулма пултарать.
"ГЛОБАЛЛӐ КРИЗИС. ЭПИР ҪЫНСЕМ. ЭПИР ПУРӐНАСШӐН " | пӗтӗм тӗнчери онлайн-форум | 07.05.2022
https://youtu.be/w9usI0OEibg
"Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ"проектӑн официаллӑ сайчӗ
https://creativesociety.com/cv
"Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ". Ыйтусемпе хуравсем"
https://youtu.be/BAsk7a9hkzA