Этем пурнӑҫӗ чи хакли пулса тӑракан обществӑн ҫӗнӗ формачӗ ҫине куçасси, пӗтӗм тӗнчери миллионшар ҫын ыйтнинчен килет. Ҫакна 180 ҫӗршывра 10 ҫул хушши ытла волонтерсем йĕркеленипе пулса иртнĕ, историри чи пысӑк масштаблă социаллӑ ыйту кӑтартса палăртнă.
Соцопроса хутшӑнакансене кашнинех пӗр ыйту панӑ: «Эсир мĕнле тӗнчере пурӑнасшӑн?» Ҫынсен хуравĕсен результачĕсем тăрăх «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» ят илнӗ ҫӗнӗ форматлă общество тума 8 Никӗс йӗркеленӗ. Ӑна пурнӑҫлас тӗллевпе паян пӗтӗм тӗнчери ҫынсем «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» проектра пӗрлешеҫҫӗ те ӗҫлеҫҫӗ.
Тӗрлӗ культурăллă, национальноҫлă, тӗн вӗрентӗвӗсемпе ӗненӗвӗсемлĕ миллионшар ҫын пирӗн тӗнчене лайӑх енне улӑштарасшӑн тата ҫакна саккунлӑ та мирлӗ ҫулпа мӗнле тумаллине пӗлеҫҫӗ. Кун пек ҫынсем кашни кунах йышлӑлансах пыраҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ҫынсем саккунсемпе ҫирӗп килӗшӳллӗн пӗрлешсе тата пӗр тӗллевпе пырса пӗтӗм этемлӗхе, пулас ӑрусене, мирлӗ те аталануллӑ пурнӑҫпа тивӗҫлӗ условисем туса хурас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
All actions and activities within the framework of the Creative Society project are carried out solely by the project participants themselves, on their initiative, by their choice and willingness, and at the expense of their own funds.
The Creative Society project does not have bank accounts, finance or property, does not accumulate funds, and does not make any profit.
«Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» — пӗтӗмӗшпех волонтерсен проекчӗ, вăл саккун шайӗнче ӗҫлет, уйрӑм государствӑсен, партисен е организацисен интересӗсене мар, ҫынсен интересӗсене кӑтартать.
Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тӑвас ӗҫ-хӗлне хальхи саккунсемпе килӗшӳллӗн тытса пыраҫҫӗ, пĕтĕм тӗнчери право нормисене, ҫав шутра ООН Генеральнӑй Ассамблея йышӑннӑ этем правин Пĕтĕмĕшле декларацийĕ тата Пӗтӗм Тӗнчери гражданлă тата политика пактчĕ тăрăх тивӗҫтерет.
Ҫакна палӑртмалла: «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» проект нимле майпа та хальхи влаçа сирпĕтсе антарма мар, ăна хирӗҫ тӑма та мар е унăн хальхи ӗҫ-хĕлне хутшăнма та мар, патшалăхсен суверенитетне, территори пĕрпĕтĕмлĕхĕпе конституци йӗркине хапсăнмасть тата ытти мӗнле те пулин хирӗҫле ӗҫ тума палӑртмасть.
«Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» проект шайӗнчи ӗҫ пур ҫынсем хушшинчи хутшӑнусен форматне улӑштарма палӑртнӑ, уйрӑм ҫӗршывпа е ҫӗршывсемпе ҫыхӑнса тӑмасть, пӗтӗм тӗнчери кашни ҫыннӑн прависемпе ирӗклӗхне туллин пурнӑҫлас тӗллевпе пурнӑҫланать.
Пире пӗтӗм тӗнчипе Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ кирлӗ, мӗншӗн тесен Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ ҫеҫ:
Паян тӗнчери ҫӗршывсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ тата пӗр-пӗринчен килеҫҫӗ, ҫавӑнпа та уйрӑм илнӗ ҫӗршывра е темиҫе ҫӗршывсен союзӗнче Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн формачӗ пурнӑҫланма пултараймасть.
Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне пӗтӗм Çӗр чӑмӑрӗ ҫинче пӗр вӑхӑтрах пӗтӗм этемлӗхпе ҫеҫ тума пулать. Пӗтӗм тӗнчери референдумра тивӗҫлӗ решени йышӑниччен уйрӑм илнӗ патшалӑхсем Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне куҫасси ҫинчен хӑйсен шухӑшӗсене официаллă пĕлтерме ҫеҫ пултараҫҫӗ. Урăхла пулсан, уйрӑм çĕршыв е çĕршыв ушкӑнĕсем Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне куҫма хӑтлансан, ҫӗршыв тата вӗсен халӑхӗсем хӑрушлӑха кĕрсе ÿкме пултараҫҫӗ. Вӗсем Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ форматне куçман ҫӗршывсен умĕнче вӑйсӑр та хӳтлӗхсӗр пулĕç.
Ҫыннăн пурнӑҫӗ чи пысӑк хаклӑх. Кирек мӗнле ҫыннӑн пурнӑҫне те кашниех хӑйӗн пурнӑҫне упранӑ пек упрамалла. Обществӑн тӗллевӗ — кашни ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне тивӗҫтересси тата гарантилесси. Этем пурнӑҫӗнчен урӑх нимĕн те хакли çук, пулма та пултараймасть. Пӗр Ҫын хаклӑ пулсан, пур Ҫын та хаклӑ!
Кашни ҫын ҫуралсанах этем пулма ирӗк илет. Ҫынсем пурте ирӗклӗ те пӗр тан ҫуралаҫҫӗ. Кашнийӗн суйласа илме ирӗкĕ пур. Ҫӗр ҫинче Этемрен, унӑн ирӗклӗхӗнчен тата прависенчен никам та, нимӗн те ҫӳлерех пулма пултараймасть. Ҫыннӑн прависемпе ирӗклӗхне пурнӑҫласси ытти çынсен прависемпе ирӗклӗхне пӑсмалла мар.
Никам та, нимӗн те Этемĕн пурнӑҫӗпе ирӗклӗхне хӑратма пултараймасть!
Кашни Ҫынна пурнӑҫра мĕн кирлине, ҫав шутра апат-ҫимӗҫ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр, медицина пулӑшӑвӗ, пӗлӳ тата социаллӑ тивӗҫӳ тӳлевсӗр тивӗҫтерме гаранти пур.
Обществӑн наукӑпа производство тата технологи ӗҫ-хӗлне ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма кӑна ямалла.
Гарантиленӗ экономика ҫирӗплӗхӗ: инфляци тата кризиссем ҫукки, пӗтӗм тӗнчипе ҫирӗп тата пӗр тан хаксем, пӗрпек укҫа единици, чи пӗчӗк налук хумалли е ун пекки пачах та ҫукки.
Этем тата общество хӑрушсӑрлӑхне кирек мӗнле хӑрушлӑхран та чрезвычайлӑ ситуацисемпе кӗрешекен пӗрлехи общество служби тивӗҫтерет.
Кашни Ҫыннӑн обществăн укҫи-тенки юхăмне тата ăна валеҫни ҫинчен тӗрӗс информаци илме право пур. Обществӑн йышӑнӑвӗсене пурнӑҫланин статусĕ ҫинчен кашни Ҫын валли информаци уҫӑ пулмалла.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем халӑх аллинче çеç, вӗсем информацие тĕрĕс, уççăн тата тÿррĕн кăтартса параççĕ.
Идеологи этемӗн чи лайӑх енӗсене туллин йӗркелесе аталантарма пулӑшмалла тата Ҫынна хирӗҫ каяканнине пурне те пÿлмелле. Тĕп приоритет — этемлӗх приоритечĕ, Этемĕн ҫӳллӗ чун-сипет туртӑмӗсем, гуманность, тӳрӗ кӑмӑллӑх, пӗр-пӗрне хисеплесси тата туслӑха ҫирӗплетесси.
Ҫынран Этем аталантармалли тата воспитани памалли условисем туса парасси, кашни çынра тата обществӑра моральпе нравственность хаклӑхӗсене ӳстерсе ҫитӗнтересси.
Пусмӑра пропагандӑлама чарни, уйрăлса тăрассин кирек мĕнле формисене, агрессийе, ҫынна хирӗҫ хӑтланнине сивлени тата айăплани.
Хавхалантаракан Халӑх Пӗрлешӗвӗнче кашни ҫын пур енлӗ аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин пурнăçлама пултарать.
Пӗлӳ пуриншӗн те тӳлевсӗр тата пӗр пекех ҫителӗклӗ пулмалла. Ҫыннӑн пултаруллӑх енӗсене пурнӑҫлама условисем туса парасси тата çав майсене анлӑлатасси.
Çутҫанталӑк ресурсӗсем пурте Çын аллинче, вӗсем пур ҫын хушшинче те тӳрӗ кӑмӑлпа валеҫĕнеҫҫĕ. Ресурссене монополизацилеме тата вӗсемпе тухӑҫсӑр усӑ курма юрамасть. Ҫак ресурссем пӗтӗм Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хушшинче тӗрӗс валеҫӗнеҫҫӗ.
Ҫыннӑн хӑйĕн кăмăлĕпе ӗҫе вырнаçма гаранти пур. Пĕр пек должноçшăн, специальностьшăн, профессишĕн ĕç укçи пӗтӗм тӗнчипе пӗрешкел пулмалла.
Кашнин хӑйӗн харпӑрлӑх тивĕçĕ пур тата тупӑшсем илме право пур, анчах та общество палӑртнӑ капитализаци виҫин шайӗнче çеç.
Хавхалантаракан Халӑх Пӗрлешӗвӗнче «влаҫ» ӑнланăвĕ ҫук, мӗншӗн тесен обществӑшӑн, пӗтӗмӗшле илсен, унӑн аталанӑвӗшӗн, пурнӑҫ условийӗсемшӗн тата килĕшÿллĕ стройӗшӗн кашни Çын яваплă.
Кашни Ҫыннӑн Хавхалантаракан Халăх Пĕрлешĕвĕн ӗҫ-хӗлне йĕркелесе пынинче тата Ҫын пурнӑҫне лайӑхлатакан саккунсене йышӑннинче хутшăнма право пур.
Этем пурнӑҫӗн пахалӑхне улӑштарасси ҫине витӗм кӳрекен общество пӗлтерӗшлӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тата экономика ыйтӑвӗсем пӗтӗм халӑхпа сӳтсе явма тата сасӑлама (референдума) кӑларӑнаҫҫӗ.
маларах пурнӑҫланисемпе те тата гипотезăлла туса хатӗрленӗ, анчах та пурнӑҫланманнисемпе те? Мӗншӗн тесен обществăн ытти моделӗсенче яланах единицăсен влаçĕ ытларахӑшӗнчен вӑрттӑн е уҫӑ формӑлла сыхланса юлнӑ. Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕнче вара влаҫа никам та, нихҫан та узурпацилеймест е çынсенчен туртса илме пултараймасть, мӗншӗн тесен самоуправлени вӑхӑтӗнче влаҫ функцийĕ пур ҫынсем хушшинче те пӗр пек валеҫĕнет.
Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕнче самоуправлени мӗнле ӗҫленине «Глобаллă кризис. Тухмалли май пур» Пӗтӗм тӗнчери онлайн-форумра кăтартнă видеора пăхăр:
Лайӑх енне йышăнни çакна пĕлтерĕ:
пӗтӗмĕшле Конституци никӗсӗ пулса тăракан Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн 8 Никӗсне йышӑнасси;
петĕм тĕнчери пӗрлĕхлĕ Электоральный платформине ҫӗр ҫинчи влаҫӑн чи аслӑ органӗ тесе ҫирӗплетни;
Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне куҫмалли тапхӑр пуҫланнин кунне палӑртни.
Халӗ çак енне вăй хуракан пӗтӗм тӗнчери миллионшар ҫынпа пӗрлешӗр те, обществăн Пултаруллӑ форматĕ ҫинчен саккунлӑ ҫулпа хӑвӑр таврарисене, пӗлӗшсене, палламан ҫынсене те пӗлтерӗр. Ҫакна пур ҫӗрте те Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тума общество ыйтӑвӗ йӗркелемелле. Планетӑ çинчи ҫынсенчен чылайӑшӗ пурнӑҫра тивӗҫлӗ условисенче пурăнма кашнин валлиех май пурри çинчен мӗн чухлӗ хӑвӑртрах пӗлӗҫ, пӗтӗм тӗнчери референдум ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах иртӗ.
Пӗтӗм тӗнчери референдумра ҫынсенчен ытларахăшĕ потребитель форматĕнчен пултарулли çине улӑштарасси ҫинчен йышӑну тусан, тепĕр 6 уйӑхран куҫмалли тапхӑр пуҫланать те халь шутланă расчётсем тăрăх вăл 5-6 ҫул тӑсӑлма пултарать. Вӑл вӗҫленсен эпир Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн ҫӗнӗ эрине кӗретпӗр.
Ҫакна палӑртмалла: Куçмалли тапхӑртах этемшĕн нумай ырлӑхсемпе привилегисем пуçланаҫҫӗ: кашни ҫын хӑрушсӑр, ӑнӑҫлӑ, ҫирӗп те ирӗклӗ пурнӑҫ илет.
Политиксен, ҫав шутрах политика партийӗсен членӗсен тата ҫӗршывсен лидерӗсен, хӑйсен професси ӗҫӗ-хĕлне пула, йышăнакан вырăнне пула, халӑх умӗнче питĕ паллӑ пулнипе Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ ҫинчен ытларах пӗлтерме чылай майсем пур. Информацие сарма политиксем хутшӑнни Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тӑвас процесса самаях хӑвӑртлатать.
«Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» проекта хутшӑнакансем Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ ҫинчен активлӑн пӗлтерекен политиксене, кирек мĕнле саккунлӑ майпа та ырлама пултараҫҫӗ.
Ҫакна шута илмелле: Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне ырлакан политиксем, ҫав шутра вĕсем проектӑн волонтерӗсем пулсан та, нумайӑшӗн влаҫӗ пур пулин те, ҫавӑн пекех саккунсене, ҫав шутра ҫӗршыв конституцине те улмаштарма май пулсан та, чи малтан территори тӗллевлӗхне, хӑйсен ҫӗршывӗн суверенитечӗпе интересӗсене, хӑйсен халӑхӗн интересӗсене, ҫавӑн пекех партин интересӗсене те, вӗсене унран суйласа илнӗ пулсан, мала хурса хӳтӗлемелле.
Ҫав хушӑрах политиксем хӑйсен ҫӗршывӗнче те, пӗтӗм тӗнчери арена çинче те Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ ҫинчен законлӑ меслетсемпе пӗлтерме тата ӑна хӑвӑртрах туса лартма пулӑшма пултараççĕ. Ҫӗршыв майӗсене шута илсе, вӗсем ҫавӑн пекех саккунлӑ ҫулпа кӑна тата ҫынсем пулӑшнипе хăйсен Конституцине Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн уйрӑм никӗсӗсене имплементацилеме пултараҫҫӗ, анчах ҫакӑ ҫынсене, вӗсен прависемпе ирӗклӗхне сиен кӳмест пулсан, ҫӗршыва экономика, политика, социаллӑ, культурӑллӑ тата ытти планра хӑрушлӑх умне тăратмасть тата вăйсăрлатмасть пулсан, унӑн патшалӑх стройне аркатмасть пулсан, унӑн суверенитетне, никама пӑхӑнманлӑхне тата территори пĕтĕмĕшлĕхне ҫухатни патне илсе пымасть пулсан, ҫӗршыва конкуренци енчен кая мар конкурентлӑ туса хумасть пулсан тата ытти япӑх лару-тӑру патне илсе çитермест пулсан çеç.
Ҫак асӑрхаттарусем акă мĕн пирки палӑрнӑ: пӗтӗм тӗнчери референдумра обществӑн пултаруллӑ форматне йышӑниччен çакăн пек ҫӗршыв ытти çĕршывсемпе йӗркесӗр, агрессиллӗ, вăрçăллă политика тĕпе хурса тăракан потребитель формачӗн условийӗсенче хутшăнăва кĕрсе тăрать, вара Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн чи тĕп никӗсне те — этем пурнӑҫӗн хаклăхĕ — пурнӑҫа кӗртме пултараймасть. Кирек мӗнле улшӑнусене те кӗртнӗ май, политиксем чи малтан хӑйӗн ҫӗршывӗпе унӑн гражданӗсен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла.