Пĕтĕм тӗнчери онлайн-конференци «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ. Пӗрле эпир пултаратпӑр» АПШри пӗтӗм тӗнчери «АЛЛАТРА» общество юхӑмне хутшӑнакансем пуҫарса янă тата синхронилла 30 ытла чĕлхе çине волонтерсем куҫарнӑ. Ҫак пысӑк событие миллион-миллион ҫын курнă тата та курӗ, мӗншӗн тесен трансляци тӗнчери социаллӑ сетьсемпе онлайн-платформара пин-пин канал ҫинче иртнӗ.
Ҫынсем хӑйсен тӗслӗхӗпе Пӗр тӗллев — Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне туса лартасси — питӗ пысӑк пӗлтерĕшлĕ пулнине кӑтартнӑ. Пӗрлӗхлĕ ĕçсем тунипе кӑна ҫак тӗнчере унччен курман пулăм йӗркелеме тата ирттерме май панӑ.
Кунтан пӗтӗм тӗнче тĕрĕслĕх янӑрать: эпир текех тĕпелсенче пӑшӑлтатмастпӑр, уҫҫӑн калаҫатпӑр. Чӗнмесӗр тӑни текех пулмĕ, эпир нумайăн, ҫавӑнпа та пирӗн пуҫтарӑнмалла та калаҫма пуҫламалла.
Эпир потребитель обществин чăнлăхне куратпӑр тата ку йĕркеллĕ ӗҫлеменнине ӑнланатпӑр. Пирӗн мӗн те пулин улӑштармалла, ҫакна эпир лайӑх ӑнланатпӑр, халӗ вара эпир темӗскер пулас тапхăр умӗнче тӑратпӑр, кăна эпир 6 пин ҫул хушши кĕтнĕ. «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» проект вӑл — çут тӗнче халиччен курман сайра йышши хăйне евĕр пулăмсенчен пӗри.
Кам та пулин ыйтрĕ пулсан: «Стив, çак Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ хыçĕнче кам тӑрать?» Никам та тӑмасть. Эпӗ пӗтӗм тӗнчипех ҫынсемпе юнашар тӑратӑп. Эпӗ ҫав ҫынсемпе юнашар тӑратӑп, эпӗ никама та хам хыҫҫӑн ертсе пымастӑп, никам хыҫҫӑн та каймастӑп, эпӗ хамӑн тӑвансемпе юнашар тӑратӑп. Вӗсем манӑн пӗтӗм ҫемье — Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ!
Конференцире потребительсен обществин чуралӑх форматне питленӗ, вӑл юлашки 6 пин ҫул хушшинче йӗркеленнӗ. Вӑрҫӑсем, пусмӑрлӑх, коррупци, миллион ҫын пĕр çын влаҫӗ айĕнче, выҫлӑх тата чухӑнлӑх-ҫавӑн патне эпир паян çитрĕмĕр. Кун ҫинчен МИХре калаҫмаҫҫӗ, обществӑра ун ҫинчен калаҫас йӑла ҫук. Анчах таврара мӗн пулса иртнине ним шарламасӑр сӑнама пулать-ши? Ирсĕрлĕхе курса тăрса шӑпăрт тăрсан, вӑл йышлӑланать.
Эпир ҫакна улӑштарма пултаратпӑр-и? Эпир потребитель обществи тума пултартӑмӑр пулсан, хамарах вара Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тума та пултарӑпӑр. Пӗтӗм общество пурнӑҫӗшӗн яваплӑх кашни ҫын ҫинчех выртать!
Этемлӗхе Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕнче аталантармалли малашлӑх пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни конференцин пӗр пысăк пĕлтерĕшлĕ теми пулса тӑнӑ.
Тӗрлӗ сферӑри специалистсем Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ пиртен кашнин пурнӑҫне мӗнле улшӑнма пултарассине тата Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвне тӑвас ӗҫӗн тапхӑрӗсем ҫинчен ăнлантарнине тӗслӗхсемпе кӑтартса панӑ.
Пирӗн пуласлӑхшӑн кашни ҫын тума пултаракан утӑмсем тавра пӗтӗм этемлӗх пĕрле пуçтарăнни кирлӗ тесе палӑртнӑ.
Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ кашни ҫынна хӑйӗн пултарулӑхне туллин кӑтартма пӗр тан право тата иксӗлми майсем парӗ, пирӗн мӗнпур ырлӑха каялла тавӑрса парӗ, пире те, пирӗн ачасене те хӑрушсӑрлӑх тата социаллӑ пакетпа туллин тивӗҫтерӗ. Политика чӑнах та пӗтӗм тӗнчери хутшӑнусемпе пӗрлешӳ инструменчӗ пулса тӑрӗ тата халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пулӑшӗ. Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕнче саккунсем вара кашни ҫыннӑн интересӗсене шута илнине гаранти парӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн 8 Никӗсӗ ҫинче никӗсленсе тӑрӗҫ.
Эсир пурӑнакан тӗнчере пур ҫыншӑн та тӳлевсӗр апат, сывлӑх сыхлавӗ, пӗлӳ тата пурнӑҫӑн тивӗҫлӗ пахалӑхӗ пур тĕнче мĕнле пек сире? Этем тӗп тӗллев шутланакан тата ҫынран аслӑраххи нимӗн те ҫук тӗнче мĕнле пек сире ? Пӗр ҫын та тепринчен аял мар, урӑхла каласан, влаҫ, патшалӑх, полици, ҫар, тӗн — пурте ҫын аллинче, ун тăрринче мар. Ҫав вӑхӑтрах ҫынсем пурте пӗртанлӑха хисеплеҫҫӗ.
Потребительсен обществи — хӑравҫӑ общество, вӑл хӳтлӗхсӗрлӗхе йӗркелемелли услови, Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ вара — юратупа пулӑшу условийӗсем, ҫав обществӑра вара пурте пулать. Юрату-и е хӑрани-и эпир мӗн суйласа илӗпӗр? Хӑранине суйланă ҫын нимĕн те тумасть. Юрату суйласан вара — хамӑра, хамӑр ачасене, ҫывӑх ҫынсене, таврари ҫынсене юратма суйласан ҫын вӑй хурать.
Хаклӑ туссем! Халӗ Пирӗн Пултаруллӑ общество тума хӑйне евӗрлӗ май пур. Ҫавна тӑвас тесен ҫӗр ҫинчи кашни ҫыннӑн ҫав пуҫару ҫинчен пӗлмелле тата суйласа илмелли майсем тумалла. Айтӑр Пирӗн туссемпе пӗлӗшсене пурне те тӗлпулура, телефон кӗнекинче харпӑр хӑй хутшӑннипе, социаллӑ сетьсемпе, сайтсемпе, ютуб-каналсемпе тата ытти майсемпе усӑ курса ырӑ хыпар пӗлтерер. Халӗ кашни ҫынран пӗтӗм этемлӗхе мӗн тери хӑвӑрт йӗркелесе ярасси килет!
Проекта хастарлӑ хутшӑнакансене пула ҫынсем юлашкинчен суйласа илме пултараҫҫӗ: мӗнле обществӑра вӗсем пурăнасшăн — потребитель е пултаруллӑ пулас теҫҫӗ? Мӗншӗн тесен Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ мӗн иккенне пӗлместӗн пулсан, суйласа илме санӑн май та ҫук. Чи интересли вӑл — ҫынсем нумайӑшӗ ҫак общество ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленнӗ тата ăна тăвассишĕн вай хума та хатӗр тенӗ.
Эпир хамăр вӑйсене пӗрлештерсен кӗске вӑхӑтрах Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тума пултарӑпӑр. Кун валли нумай вӑхӑт кирлӗ мар. Паян питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ!
Калӑпӑр, пӗр ҫын пилӗк ҫынна ҫав идея ҫинчен, кусем вара — тата пилӗк ҫынна каласа пама пултараççĕ. Ҫапла вара ҫирӗм пиллӗк пулчĕ те. Унтан вара ҫӗр ҫирӗм пилӗк пулать. Геометри прогрессийӗн правилипе усӑ курса шутласан кунсен шутне палăртрăмăр та, 14 кунран кăшт ытлах пулчĕ! Пӗтӗм этемлӗхе Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн идейи ҫинчен каласа пама 14 кун ҫитет!
Эпӗ хамӑн телефон кӗнекине уҫса пăхрам та унта манӑн 800 ытла контакт пулни тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ вӗсене пӗр йӗркерен тăракан пӗлтерӳсем ярса пама пуҫларӑм: «Сыннӑн Пурнӑҫӗ — чи хакли. Килӗшетӗн пулсан, кунта ытларах пӗлме пултаран». Ҫапла ҫеҫ. Тепӗр эрнере эпӗ тата тепӗр хыпар ятӑм: «Кашни ҫынна хӑрушсӑрлӑх кирлĕ. эсе çакăнпа килӗшетĕн пулсан, ҫакӑн ҫинчен малалла калаҫма пултаратпӑр». Ҫапла вара, сакӑр эрнере, эпӗ Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕн мӗнпур никӗсĕсене, пӗрин хыҫҫӑн теприне, этемлӗхпе тулнă тĕнче тума ярса тӑтӑм. Вӗсенчен нумайӑшӗ хуравланӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ пуласлӑхра хуравлӗ. Чи лайӑх тĕнче тӑвас ӗҫе чӑннипех хутшӑнни мана пысӑк телей кӳрет. Эпир этемлӗхпе тулнă тĕнчере Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ тӑвас ӗҫре вӑй хунине пӗрлештерер! Тавтапуҫ!