2019 ҫулхи май уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пӗтӗм Тӗнчери «АЛЛАТРА» общество юхӑмӗн платформи ҫинче глобаллӑ масштабпа сайра тӗл пулакан событи пулнӑ — пӗтӗм тӗнчери телеҫыхӑну «ОБЩЕСТВО. ЮЛАШКИ ШАНӐҪ». Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм Джорджи штачӗн (АПШ) Атлант хулинче пуҫланса кайрӗ.
«ОБЩЕСТВО. ЮЛАШКИ ШАНӐҪ» — ку вӑл тӗнчери нумай ҫӗршыври ҫынсем хутшӑнса пӗрлешӗнсе тӳрӗ эфирта хатӗрленӗ этемлӗх историйӗнчи пӗрремӗш глобаллӑ конференци. Ҫынсем нумай конференц-залсенче ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пухӑннӑ та пӗр вӑхӑтрах интернет урлӑ пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытнӑ, обществӑн чи кирлӗ тата чӑн кӑсӑклӑ ыйтӑвӗсене уҫҫӑн та тӗрӗссӗн сӳтсе явнӑ.
Хутшӑннӑ ҫӗршывсем хушшинче — АПШ, Украина, Раҫей, Беларусь, Чехи, Испани, Словаки, ОАЭ, Казахстан, Германи, Узбекистан, Великобритани, Молдова, Итали, Латви, Канада, Ҫӗнӗ Зеланди тата ыттисем те пулнӑ. Вӗсем мӗнле халӑхран тухнине, мӗнле тӗн вӗрентӗвӗнче тӑнине, мӗнле профессине, социаллӑ статусне пӑхмасӑрах пӗтӗм тӗнчипе пӗрремӗш хут пӗрлешнӗ те тӗрӗссине уҫҫӑн палӑртса, цивилизацине хумхантаракан тӗп ыйтӑва уҫса панӑ: «Общество аталанӑвӗн векторне потребительтен пултаруллӑ тӑвас тесен мӗнле улшӑнусем кирлӗ ха пире?»
Спикерсенчен пӗтӗм тӗнчери сообществӑн чӑн-чӑн кӑмӑл-туйӑмӗ пирки, потребитель форматне палӑртакан сӑмахсем тата вӑл хӑйне хӑех вӗҫлени пирки, уҫҫӑн та хӑюллӑн янӑранӑ: «Кунта никам та никама та вӗлересшӗн мар, никама та хаярлӑх кирлӗ мар. Эпир пурте пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнасшӑн тата пӗр-пӗринпе лайӑх хутшӑнусем тӑвасшӑн. Апла пулсан, мӗншӗн-ха пире аякрисем пирӗншӗн тӑшман тесе ӗнентереҫҫӗ тата пирӗн хӑраса та курайманлӑхра пурӑнмалла? Ҫынсем ӳпкелешмеҫҫӗ. Пирӗн енчӗке тата влаҫа пайлакансем ӳпкелешеҫҫӗ».
НИХҪАН МАЛТАН ПУЛМАН ФОРМАТ ТАТА ЧИ КӐСӐКЛӐ ЫЙТУСЕМ
Ҫакӑнта пуҫтарӑннисем пурте ирттерекен мероприяти чӑннипех те халиччен нихӑҫан та малтан пулман форматпа иртнине палӑртрӗҫ. Спикерсем пурте тенӗ пекех залран, хӑйсен вырӑнӗсенчен, мероприяти хӑнисемпе тата пӗтӗм тӗнчипех пӗр пӗтӗм халӑх пек калаҫнӑ. Калаҫакансенчен кашнийӗ пиншер ҫын шухӑшне палӑртнӑ, унта килнисенчен кашнийӗ тӗрлӗ пӗрлӗх представителӗ пулнӑ. Кинотеатрсемпе конгресс- центрсен пысăк экранĕсем çинче пурте пӗр-пӗрне курнӑ. Çĕр чăмăрĕн тӗрлӗ кĕтессинчи ҫынсем пӗр-пӗрне куҫӗсенчен пӑхнă, посредниксемсӗр калаҫма пултарнӑ!
Залра çекленекен ыйтусем çине пĕрлешĕнне çынсем уйрăмах тимле пулнă. «Ҫаксем чăнах та пурне те ыраттаракан ыйтусем! Чӑн-чӑн тӗрӗслӗх янранăшăн эпир телейлĕ, политикӑпа СМИ илемлетнӗ сӑмахсем пире кирлĕ мар. Ҫакӑ эпир, ҫынсем, пӗрлешӳре вӑйлӑ пулнине тата ырӑ кӑмӑллӑх тӗрлӗ ҫӗршывсенче пуррине кӑтартса парать!» — палӑртрӗҫ пухӑннисем.
«ОБЩЕСТВО. ЮЛАШКИ ШАНĂÇ» конференцие пăхса тухнă ыйтусем хушшинче çаксем пулнӑ:
Обществӑн потребитель формачӗ пирӗн цивилизаци аталанӑвӗн тупикӗ пулса тӑнӑ? Пурте пӗрле килӗштерсе тата тăнаçлăхпа, ҫӗршывсемпе халӑхсемшӗн сиенсӗр, кашни ҫыншӑн сиенсӗр пултаруллӑ формата каҫас тесен мӗн тумалла?
Мĕншĕн XXI ӗмӗрте пирӗн тӗнчере çакăн пек йывӑрлӑхсем пур: вӑрҫӑсем, халăхсен хушшинчи хирӗҫӳсем, рассăпа тата тӗн енчи дискриминацисем, тӗрлӗ ҫӗршыври ҫынсенчен нумайӑшӗ пӗр — пӗринпе килӗштерсе тата телейлӗ пурӑнасшӑн пулсан?
Мӗншӗн тӗнчери массăллă информаци хатĕрĕсенче (МИХ) хавхалантаракан халах пĕрлешĕвĕшĕн питĕ кирлĕ тĕрĕслĕхе улăштараççĕ тата пыраççĕ? Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕнче мĕнле МИХ пулмалла? Мӗншӗн тӗнчере тӗнсем нумай, анчах обществӑра этемлӗх ҫук? Мӗншӗн тӗнчере, пурте паллӑ тӗслӗх илес пулсан, исламран хăратмалли хатĕр тăваççĕ, тĕрĕссипе илсен ислам мусульмансемшĕн Юрату тӗнӗ вĕть?
Этемлӗх валли «Суд кунӗн сехечĕ» текен йĕппине (вӑл 2 минутсӑр 12 кӑтартать) пӗтӗм тӗнчери лару-тӑру ҫивӗчленнин тата ядерлӑ хӗҫпӑшал ӑмӑртӑвӗн палли тесе ят панӑ та пĕтем МИХра сарнă, мӗншӗн 12 апокалипсис тата этемлӗхе пӗтӗмпех тӗп пулакан самант тесе пӗлтернӗ?
Пур ырӑ кӑмӑллă çынсене пӗрлештерес тесен мӗн тумалла? Май пур! Пӗрле ҫынсем нумай тума пултараҫҫӗ!
Ку G20 евĕрлĕ вӑйӑ мар. Ҫак тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршыври ирӗклӗ ҫынсем, вӗсем тӗрӗссине уҫҫӑн калаҫҫӗ тата пӗтӗм этемлӗхӗн пӗрлӗхлӗ ҫемйинче пурӑнасшӑн. Унта Тăнăçлăх, Совеç тата Этемлӗх тӗп вырӑн йышӑнса тӑрӗ.
ПӖТӖМ ЭТЕМЛӖХЕ ПĔР ҪУЛТАЛĂК ХУШШИНЧЕ ПӖРЛЕШТЕРЕССИ
Ҫак анлӑ мероприятире спикерсем пурне те ҫулталӑкран майӑн иккӗмӗш шӑматкунĕнче пӗтӗм тӗнчери тата та анлăрах онлайн-конференци «ОБЩЕСТВО. ЮЛАШКИ ШАНĂÇ 2020» #creativesociety йӗркелеме сĕннĕ, пӗтӗм тӗнчипех пуҫтарӑнса мӗнпур ҫӗршыв представителӗсемпе лидерӗсене чӗнме палăртнă:
«Паян майӑн иккӗмӗш шӑматкунĕ. Тепӗр ҫултан пӗтӗм тӗнчипе пӗрле пухӑнар, айтӑр пӗтӗм тӗнчери пуҫлӑхсемпе тата правительство чиновникӗсемпе пӗрле пухӑнар. Правительствӑри пысӑк чиновниксем ахаль ҫынсем патне тухма çав тери кахалланăççĕ пулсан, вĕсемшĕн йывӑрлӑх ан пултăр тесен, вӗсем хӑйсен офисӗнчен, Интернет урлӑ хӑйсен меллӗ креслисенчен те хутшăнма пултараҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери обществӑн куçĕнчен монитор урлӑ пӑхса илсен, вӗсем пирӗн ыйтусем ҫине ахаль граждансем пекех хуравлама пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем паян çеç президент, ыран вара ахаль ҫынсем пулса тăрĕç. Айтӑр пӗрле пухӑнар та ăнланма тăрăшар, пирӗн лидерсем пире чӑнах та вӗлересшӗн-и? Эпир вӗсенчен ыйтасшăн, мӗн тăватăр эсир пирĕнпе — ҫӑлатăр, е террорта тытатăр?»
Пирӗнтен кашни ҫакна тума пултарать. Кашни ҫын хӑйӗн этемлӗхне кӑтартас тата ҫӗнӗ хавхалантаракан халах пĕрлешĕвĕ йӗркелес ӗҫре вăй хывас тесен, конференци пирки май килнӗ таран нумай ҫынна пӗлтерме тăрăшмалла. Кашни шухăшлама пултаракан йӗркеллӗ ҫын пурăнма юрăхлă общество пултăр тесен:
«Эпир пурте лайӑх тӗнчере пурӑнасшӑн, анчах та эпир ӑна тумасан, ăна кам тӑвӗ?... Айтăр ҫак конференци ҫинчен МХИре тата социаллӑ сетьсенче информаци сарар, пӗтӗм çĕр чăмăрĕ анлӑшӗнче мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар. Ҫак юлашки шанăç, сехете илсе пăрахса эпир телейлӗ пурӑнма пултаратпӑр. Анчах та эпир пĕрлешме ҫак майсемпе усӑ курмасан, мӗншӗн-ха юлашки икӗ минут иртессе кӗтмелле? Эпир халех сехет йӗпписене «Ҫурҫӗр» палли тĕлне куҫарса хума пултаратпӑр. Ыран мӗнле тӑнӑҫлӑх пуласси пирӗнтен килет. Климат улшӑнӑвӗ ҫине витӗм кӳме пултарайманнине эпир ӑнланатпӑр, анчах та эпир хамӑр хушӑри хутшӑнусене, ҫынсем хушшинчи хутшӑнусене, улӑштарма пултаратпӑр. Эппин, тепӗр ҫулхи майӑн иккӗмӗш шӑматкунӗнче тӗл пулар та пирӗн цивилизаци валли ҫул суйласа илер!»
ТӖНЧЕ РЕЗОНАНСӖ #CREATIVESOCIETY
Хӑйне евӗрлӗ конференци «ОБЩЕСТВО. ЮЛАШКИ ШАНĂÇ» пӗтӗм тӗнчипе пысӑк шайлашу илнӗ. Мероприяти вӗҫленчӗ, анчах тӗрлӗ ҫӗршыври ҫынсем саланмарӗҫ. Мӗн илтни тата мӗн курни ҫинчен малалла та калаçнă, видеоҫырусем ҫӗрлечченех сӳтсе явăннӑ. Ҫак пулăм питĕ пĕлтерĕшлĕ иккенне пурте паллӑ турӗҫ: чӑн та, тĕрĕслĕх пӗтӗм тӗнчипех янӑрарӗ! Пухӑннисем (общество деятелӗсем, консулсем, тӗрлӗ организацисен представителӗсем, тава тивӗҫлӗ деятелӗсем тата йыхравпа килнĕ ҫынсем) хӑйсен çирĕп позицине килӗшсе ҫирӗплетнӗ тата ҫак информацие пӗтӗм тӗнчипе сарас тата пӗтӗм тӗнчипе ҫӗнӗ формата «ОБЩЕСТВО. ЮЛАШКИ ШАНĂÇ. 2020» хатӗрлес ӗҫе хутшӑнма та хатӗр пулнине пӗлтернӗ.
Пӗтӗм тӗнчери социаллӑ сетьсенче халӑх юратакан #allatraunites хэштег пӗтӗм тӗнчери общественность тимлĕхне этемлӗхӗн ҫывӑх пуласлӑхне пырса тивекен сайра йышши глобаллӑ пуҫарӑва тимлеме чӗнсе калать! Ҫак шухӑш пӗтӗм тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывран ӗҫе хутшӑнакансене хавхалантарнӑ, мӗншӗн тесен ҫак пӗтӗм халӑх пуҫарӑвӗ — хальхи кризиссемпе туппиксенчен чӑнах та тухмалли меслет! Халӗ те кашни çынах этемлӗхӗн пуласлӑхӗ пултӑр тесе вӑй хума пултарать! Халӗ кашни чӑнах та нумай тума пултарать!