Logo Creative Society ХАВХАЛАНТАРАКАН ХАЛĂХ
ПĔРЛЕШĔВĔ
Пӗрлеш
2021 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗ 15:00 GMT тӳрӗ эфир
/
Синхрон куçаравĕ 100 чӗлхе ҫине
/
180 ҫӗршыв

Пӗтӗм тӗнчери онлайн-конференции ГЛОБАЛЛӐ КРИЗИС.
ТӖРӖСЛӖХ ВӐХӐЧӖ

«Глобаллӑ кризис. Тĕрĕслĕх вăхачĕ» пĕтĕм тӗнчери онлайн-конференци — 180 ҫӗршывран «Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» платформа ҫинче волонтерсем йӗркеленӗ анлӑ пулӑм. Трансляци пӗтӗм тӗнчипе пин-пин медиа-площадка тата платформасем ҫинче иртет.
Официаллă трейлер
Конференцин видии
Конференци тӗллевӗ — климат тата экологи кризисӗсем анлӑ сарӑлни, ҫывхарса килекен хӑрушлӑхсемпе чӑн-чӑн майсем ҫинчен этемлӗхе тӗрӗс те тӗкел пӗлтерсе тӑмалли.
Конференцин тӗп темисем:
Ҫӗр ҫинчи климат лару-тӑрăвĕ мӗнле?
Мӗншӗн пӗтӗм тӗнчери МИХ çакна анлӑ сармасть?
Мĕншĕн пӗтӗм тӗнчере пактсемпе килӗшӳсем пур пулсан та, вĕсен официаллӑ тӗллевĕ климат улшӑнăвне тытса тӑрасси, пурпĕрех климат хӑвӑрт улшӑнса пырать?
Климата тӗпрен улӑштарнин чӑн-чӑн сӑлтавӗ мӗнре?
Çынсен тимлĕхне мӗнле глобаллӑ хӑрушлӑхсемпе рисксенчен айкине сиреççĕ?
Этем шухӑшламасӑр иртерекен потребитель ӗҫӗ-хӗлӗ экологи тӗлӗшӗнчен мĕскер патне илсе çитерет?
Мӗншӗн Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕнче çеç пирӗн планетӑн экологи шайлашулӑхĕ ҫирӗпленме пултарать?
Мӗншӗн Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ планеттари катакизмӗсем умӗнче пӗртен-пӗр шанăç?

Унчченхи конференци ирттернӗренпе эпир климат улшӑнӑвӗсен прогрессийӗ хӑвӑртланса пынине сӑнатпӑр. Планета ҫинчи тӗлӗнмелле улшӑнусене куллен палăртса пыраҫҫӗ.

Мӗншӗн пирӗн ҫӗр чăмăрĕ ҫинче пулса иртекен тĕрĕслĕхе пытараççĕ?
Климат улшӑнса пынин чӑн-чӑн сӑлтавĕсене мӗншӗн пытараççĕ?
Эпир лару-тӑрӑва йывӑрлатса яракан пулăмсене тӗпренех пӑхса тӑратпӑр-и?
Эпир пулса иртекен событисен чӑн-чӑн сӑлтавӗсене куратпӑр-и?

Конференцие паллă ҫынсем, тӗпчевҫӗсем, ученӑйсем, тӗрлӗ отрасль специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ тата климатпа экологи кризисӗсем мĕншĕн вӑйланни пирки мӗн шухӑшланине каласа параҫҫӗ.

Эпир ҫывхарса килекен катастрофӑна пӗрле чарас тесе этемлӗхе чӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен пӗлтерме тӑрӑшатпӑр. Нимӗнле чикӗ те, нимӗнле стенасем те климат улшӑннине чарса тӑмӗҫ.

Планетан катастрофисене Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ туни кӑна чарса лартма пултарать. Kreative Gesellschaft — пирӗн пӗртен-пӗр чĕрĕ юлмалли шанс.

Этемлӗхшӗн ҫывхарса килекен хӑрушлӑх ҫинчен кашнин илтмелле.
Кашниех тĕрĕс фактсене тата ҫывхарса килекен инкексен паллин ĕнентерĕвесене курса тӑмалла. Тӗрӗслӗх вӑхӑчӗ ҫитрӗ!

Ҫак конференцие эпир кашни ҫыннах, кам хӑйӗн, ачисен, ҫывӑх ҫыннисен шăпишĕн, пӗтӗм этемлӗх шӑпишĕн кулянакана кӗтетпӗр! Паянхи кун пирӗн этемлӗхе тата пирӗн планетана мӗнле ҫӑлмаллине çинчен пӗлнисĕр пуçне кирлӗрех урăх информаци те ҫук. Таса мартан хӑрамалла мар, питлемелле ӑна. Тӗрӗслӗх тасатать. Тӗрӗслӗх пӗрлештерет! Тĕрĕслĕх пурăнма шанӑҫ парать!

Пӗрлеш Декабрӗн 4-мӗшӗнче «ГЛОБАЛЛӐ КРИЗИС. ТӖРӖСЛӖХ ВӐХӐЧӖ» онлайн-конференци. Халӗ кашни çынранах килет, мĕнле хăвăрт халăх Тĕрĕслĕхе пĕлеть тата пӗрлешеть. Этемлӗх пуласлӑхӗ санăн аллунта!

Конференци юрри
КАДР ХЫÇĔНЧИ ПАТТĂРСЕМ. Эпир «Глобаллӑ кризис.Тĕрĕслĕх вăхăчĕ» конференцине мĕнле хатĕрленни

конференцин информаци партнерĕсем

Media Partner of the 'Global Crisis. Time for the Truth' conference
Media Partner of the 'Global Crisis. Time for the Truth' conference
Media Partner of the 'Global Crisis. Time for the Truth' conference
Media Partner of the 'Global Crisis. Time for the Truth' conference
Media Partner of the 'Global Crisis. Time for the Truth' conference
Юлашки хыпарсемпе событисем ҫинчен пӗлсе тӑрӑр
- 1 -
«Хавхалантаракан халăх пĕрлешĕвĕ» ютуб-канал ҫине алӑ пусмалла та “шӑнкӑрав” ҫине пусмалла.
- 2 -
Телеграмма-канал ҫине алӑ пусни тата ҫивӗч событисем ҫинчен пӗлтерни